Асăрханăр
Пиротехника япалисене суйласси
- Чи малтанах сутуçăран сертификат ыйтмалла, унсăрăн пурнăçшăн хăрушлăх кăларса тăратакан пиротехника туянма пултаратăр.
- Пиротехника япалисен пурин те вырăсла çырнă инструкцисем пулмалла. Çакнашкалли çук чухне тавар питĕ килĕшсен те айккинелле пăрăнăр.
Чăваш Енре те суя эмелсем тĕл пулаççĕ
НИТРАТ ĂÇТА НУМАЙ?
Теплицăра тата парникре ÿстернĕ пахча çимĕçре нитрат пуринчен те ытларах пухăнать.
Нитрат виçипе çулçăллă пахча çимĕç тата ир пулакан тымарçимĕçсем чемпионсем шутланаççĕ. Ÿсен-тăранăн тымарĕ çывăхĕнчи пайĕсем çак элементпа уйрăмах пуян. Тĕслĕхрен, петрушка, сельдерей, укроп çулçинче вăл туниринчен икĕ хут сахалрах. Тĕслĕ купăста пуçĕнче те туниринчи чухлĕ çук.
Шурă купăста çулçинче нитрат хулăн аврипе танлаштарсан - 30-40 процент, тунипе танлаштарсан 60-70 процент сахалрах.
ЙĂЛА ХАТĔРНЕ ПУЛА ТА
Йăла хатĕрĕсен витĕмне пула та ыйхă вĕçме, мигрень, вăрах ывăнчăклăх аталанма пултараççĕ. Тухтăрсем çапла асăрхаттараççĕ.
Паян эпир электромагнит уйĕн тыткăнĕнче пурăнатпăр: тĕпелте чейник вĕрет, сивĕтмĕш, микрохумлă кăмака ĕçлеççĕ, пÿлĕмре телевизор, компьютер янă, кашнин тенĕ пекех стационар телефон е кĕсье телефонĕ пур. Розеткăран ĕçлекен мĕнпур хатĕр электромагнит пайăркасем кăларса тăрать. Ăсчахсем ку сывлăха, уйрăмах нерв, иммун, эндокрин, арлăх тытăмĕсене, сиенлĕ витĕм кÿнине палăртнă.