24 Раштав, 2015
Пиротехника япалисене суйласси
- Чи малтанах сутуçăран сертификат ыйтмалла, унсăрăн пурнăçшăн хăрушлăх кăларса тăратакан пиротехника туянма пултаратăр.
- Пиротехника япалисен пурин те вырăсла çырнă инструкцисем пулмалла. Çакнашкалли çук чухне тавар питĕ килĕшсен те айккинелле пăрăнăр.
- Çак япаласене лайăх пăхса туянăр: çурăлнисене, хуçланнисене, катăлнисене илме юрамасть. Сутуçăсем тата чылай чухне пиротехникăна ачасене те сĕнеççĕ, анчах та йĕрке тăрăх ăна çитĕннисене çеç сутма юрать. Ачасем унпа аслисемпе пĕрле кăна усă курма пултараççĕ. Пĕчĕккисем çăмăллăнах илекен вырăна хума юрамасть!
- Пиротехника япалисене кĕсьене хума та кирлĕ мар, мĕншĕн тесен фейерверкăн хăш-пĕр тытăмĕ хытă япала çумне перĕннипе сирпĕнме пултарать. Нÿрлĕ вырăна та вĕсем килĕштермеççĕ. Çавăнпа пиротехникăна урамри сутуçăсенчен туянма юрамасть, нÿрелнипе çунмасан та е тата алăрах сирпĕнсе кайма та пултарать.