Чăваш Енре те суя эмелсем тĕл пулаççĕ
Юлашки вăхăтра ветеринари аптекисен шучĕ ÿссе-йышланса пыни палăрать. Çакăншăн ял çынни савăнать «Выльăх чирлемесĕр пулмасть. Юрать-ха, райцентра каймалла мар халĕ», - чунран хĕпĕртенине палăртнăччĕ Патăрьел районĕнчи Чăваш Сăкăт çыннисем ялтах аптека уçăлсан.
Чăннипе, кунашкал учреждени уçасси питĕ кăткăс ĕç. Çак ялăн та темиçе çулах кĕтме тивнĕ: унччен хуçан вĕренÿ шайĕ çителĕксĕр пулнипе лицензи илеймен. Çапах та лицензисĕрех сиплев япалисем сутма хăтланнă-ха. Чăваш Енре пĕлтĕр кăна темиçе тĕслĕхе тăрă шыв çине кăларма май килнĕ. Сăмах май, кăçалхи 7 уйăхра Россельхознадзорăн республикăри управленийĕнче лицензи парас тĕлĕшпе - 6, лицензие тăсас тĕлĕшпе 5 ыйту пăхса тухнă.
Ку енпе ĕçлеме шухăш тытнă çыннăн ятарлă пĕлÿ пулмаллине асăнтăм ĕнтĕ. Пĕлтĕр те, акă, Хĕрлĕ Чутай районĕнчи пĕр сутуçăна сертификат тата квалификаци ÿстернине çирĕплетекен документ пулманран яваплăх пирки аса илтерме тивнĕ.
Аптека çинчен калас пулсан - унăн чи малтанах лицензи требованийĕсемпе килĕшсе тăмалла. Кунсăр пуçне - 2015 çулта эмел хатĕрĕсен çаврăнăшне тĕрĕслесе тăмашкăн ятарласа нормăпа право акчĕсем хатĕрленĕ. Тÿрех калам - яваплăха ÿстерме хистеççĕ вĕсем. Малалла вулас...
Комментари хушас