НИТРАТ ĂÇТА НУМАЙ?

8 Утă, 2015

Теплицăра тата парникре ÿстернĕ пахча çимĕçре нитрат пуринчен те ытларах пухăнать.

Нитрат виçипе çулçăллă пахча çимĕç тата ир пулакан тымарçимĕçсем чемпионсем шутланаççĕ. Ÿсен-тăранăн тымарĕ çывăхĕнчи пайĕсем çак элементпа уйрăмах пуян. Тĕслĕхрен, петрушка, сельдерей, укроп çулçинче вăл туниринчен икĕ хут сахалрах. Тĕслĕ купăста пуçĕнче те туниринчи чухлĕ çук.

Шурă купăста çулçинче нитрат хулăн аврипе танлаштарсан - 30-40 процент, тунипе танлаштарсан 60-70 процент сахалрах.

Кишĕрĕн варринче тулаш сийĕпе танлаштарсан нитрат 80 процент ытларах. Хăярпа редисра вара пачах урăхла, хуппи нитратпа 80 процент таран пуянрах. Çавăнпа хăяра хуппине тасатса тата çакки тĕлĕнчи пайне касса пăрахса çимелле.

Дыньăпа арпусĕнне хуппи çумĕнчи пулса çитмен шалти сийне çимелле мар.

Çырласенче, сырланра /облепиха/, чиере, сливăра, панулмире, грушăра нитрат пачах çук.

Вăл салатра, шпинатра, кăшманра, укропра, çулçăллă купăстара, редисра, симĕс суханра нумай.

Тĕслĕ купăстара, кабачокра, кавăнра, йÿç кăшманра, шурă пуçлă купăстара, хĕренре, кишĕрте, хăярта нитрат виçи вăтам шутланать.

Брюссель купăстинче, пăрçара, кăшкар утинче, шалча пăрçинче, çĕрулмире, помидорта, пуçлă суханра, улма-çырлара питĕ сахал.

Ир пулса çитекен пахча çимĕçпе ешĕлре нитрат каярах пулса çитнисемпе танлаштарсан 2-3 хут чылайрах.

Шывра ислетсе лартни тата пĕçерни пахча çимĕçри нитрат виçине 2 хут чакарма май парать.

Чĕрĕ пахча çимĕçрен хатĕрленĕ салата тÿрех çисе ямалла: сивĕтмĕше лартсан та нитрат нумай пухăнать.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.