Комментари хушас

8 Авăн, 2015

Чăваш Енре те суя эмелсем тĕл пулаççĕ

Юлашки вăхăтра ветеринари аптекисен шучĕ ÿссе-йышланса пыни палăрать. Çакăншăн ял çынни савăнать «Выльăх чирлемесĕр пулмасть. Юрать-ха, райцентра каймалла мар халĕ», - чунран хĕпĕртенине палăртнăччĕ Патăрьел районĕнчи Чăваш Сăкăт çыннисем ялтах аптека уçăлсан.

Чăннипе, кунашкал учреждени уçасси питĕ кăткăс ĕç. Çак ялăн та темиçе çулах кĕтме тивнĕ: унччен хуçан вĕренÿ шайĕ çителĕксĕр пулнипе лицензи илеймен. Çапах та лицензисĕрех сиплев япалисем сутма хăтланнă-ха. Чăваш Енре пĕлтĕр кăна темиçе тĕслĕхе тăрă шыв çине кăларма май килнĕ. Сăмах май, кăçалхи 7 уйăхра Россельхознадзорăн республикăри управленийĕнче лицензи парас тĕлĕшпе - 6, лицензие тăсас тĕлĕшпе 5 ыйту пăхса тухнă.

Ку енпе ĕçлеме шухăш тытнă çыннăн ятарлă пĕлÿ пулмаллине асăнтăм ĕнтĕ. Пĕлтĕр те, акă, Хĕр­лĕ Чутай районĕнчи пĕр сутуçăна сертификат тата квалификаци ÿстернине çирĕплетекен документ пулманран яваплăх пирки аса илтерме тивнĕ.

Аптека çинчен калас пулсан - унăн чи малтанах лицензи тре­бованийĕсемпе килĕшсе тăмалла. Кунсăр пуçне - 2015 çулта эмел хатĕрĕсен çаврăнăшне тĕрĕслесе тăмашкăн ятарласа нормăпа право акчĕсем хатĕрленĕ. Тÿрех калам - яваплăха ÿстерме хистеççĕ вĕсем. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.