Анонс
"Сывлăх", 18 /783/ /, 08. 05. 2014
Çурт лартмалли вырăн та хакланать. Мĕншĕн?
Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ытлари кун Шупашкарта пĕлтĕрхи çурла уйăхĕнче тума пуçланă ача сачĕн строительствипе кăсăкланчĕ. «Университетский-2» микрорайонти пурăнмалли çурта хăпартакансен ĕçĕпе паллашрĕ. Объектсене курса çаврăннă хыççăн Правительство çуртĕнче район-хула тата строительство организацийĕсен пуçлăхĕсемпе канашлу ирттерчĕ. Кăçалхи пĕрремĕш кварталта строительство ĕçĕсем тăвассипе республикăра пĕлтĕрхи виçĕ уйăхринчен лайăхрах ĕçленине кăна мар, предприяти-организаци умне тухса тăнă çивĕч ыйтусене те пĕлтĕмĕр.
Мĕнлисем вĕсем? Хуравне статьяна вуласан пĕлетĕр.
Çурçĕр полюсĕ кăмăл-туйăма çирĕплетет
Çапла каланă хăй вăхăтĕнче паллă çул çÿревçĕсем Матвей Шпаропа Борис Смолин. Унта пĕрре мар пулса курнă паттăрсем ертсе пынипе кăçалхи ака уйăхĕнче 16-18 çулсенчи çичĕ çамрăк Çурçĕр полюсне тепĕр хут çитсе килнĕ.
Pages
- « первая
- ‹ предыдущая
- …
- 835
- 836
- 837
- 838
- 839
- 840
- 841
- 842
- 843
- …
- следующая ›
- последняя »