Анонс

17 Ака, 2014

"Хыпар", 70 /26476/ /, 2014, ака, 17

"Сарă прессăн" пушă кĕлтисем
Федерацин МИХĕсен регионти хăш-пĕр кăларăмĕн журналисчĕсем Чăваш Енри ял хуçалăхĕнчи ĕç-хĕл пирки "пÿрнерен ĕмсе" çырма тытăннă.
Информаци кунĕнчи тĕл пулусем
10 Ака, 2014

"Сывлăх", 14 /779/ /, 10. 04. 2014

о Ыратакан çурăма хыр маçĕпе сăтăрмалла.
о Шăршă пĕлми пулсан.
о Пÿрнесем ним те туймаççĕ.
о Аллерги сунасĕнчен.
о Ÿпке сывлăхне лайăхлатма.
о Ирсерен - пĕр стакан шыв.
о Пыл кирек хăçан та вырăнлă.
о Экзема асапĕнчен.
8 Ака, 2014

Владимир ТИМОФЕЕВ: "Пичет кăларăмĕсемпе çыхăнуçăсен пĕр тĕллевлĕ пулмалла"

Ака уйăхĕн 3-мĕшĕнче Федераци почта çыхăнăвĕн Чăваш Енри управленийĕн ертÿçипе Владимир Тимофеевпа "Хыпар" хаçат редакцийĕнче почта ĕçĕ-хĕлĕпе, хаçат-журнала вулакан патне вăхăтра çитерессипе çыхăннă ыйтусемпе тÿрĕ калаçу иртрĕ. Редакцие чылай çыру килчĕ, тÿрĕ калаçу вăхăтĕнче те йышлăн шăнкăравларĕç. Кăçалхи иккĕмĕш çур çулта çырăнтару хакĕсене ÿстерме йышăннă май вулакансем çакăн сăлтавне пĕлесшĕн пулчĕç, пичет кăларăмĕсене йÿнĕпе çырăнмалли акцие малтанхи тапхăртах ирттерме тата 30 куна тăсма ыйтрĕç, хаçат-журнала çыхăну уйрăмĕсенче ваккăн сутассине йĕркеленипе кăсăкланчĕç.

8 Ака, 2014

«Капкăн» журналăн çиччĕмĕш кăларăмĕ!

«Капкăн» журналăн кăçалхи çиччĕмĕш номерĕ кун çути курчĕ. Вăл Сергей Мягковăн ÿкерчĕкĕпе уçăлать, политикăри пакăлтатăва сивлет. 2-мĕш страницăра «Тинех тăвансем пуçтарăнчĕç» ÿкерчĕк çапăннă.

«Кулăш – пулăш, çавра сăмах» рубрикăра кăсăклă кулăшсем пичетленнĕ.

Pages