Анонс

14 Çу, 2014

«Капкăн» журналăн тăххăрмĕш кăларăмĕ!

«Капкăн» журналăн кăçалхи тăххăрмĕш номерĕ кун çути курчĕ. Вăл Сергей Мягковăн «Чи шанчăклă меслет...» ÿкерчĕкĕпе уçăлать. 2-мĕш страницăра вĕрентÿ темипе кăсăклă ÿкерчĕксем вырăн тупнă.

7 Çу, 2014

"Сывлăх", 18 /783/ /, 08. 05. 2014

 Чечек тусанĕнчен - аллерги.
 Ÿпке шыçсан чире çăмăллатаççĕ.
 Хĕрен те, лимон та лайăх.
 Пÿре сывах-ши?
 Сиплĕ шĕвексем хатĕрлетпĕр.
 Чĕр тавара çу уйăхĕнче пухмалла.
 Хăлха çакки курăкне аса илер-ха.
 Çывăрса кайма ытла та йывăр.
7 Çу, 2014

Çурт лартмалли вырăн та хакланать. Мĕншĕн?

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ытлари кун Шупашкарта пĕлтĕрхи çурла уйăхĕнче тума пуçланă ача сачĕн строительствипе кăсăкланчĕ. «Университетский-2» микрорайонти пурăнмалли çурта хăпартакансен ĕçĕпе паллашрĕ. Объектсене курса çаврăннă хыççăн Правительство çуртĕнче район-хула тата строительство организацийĕсен пуçлăхĕсемпе канашлу ирттерчĕ. Кăçалхи пĕрремĕш кварталта строительство ĕçĕсем тăвассипе республикăра пĕлтĕрхи виçĕ уйăхринчен лайăхрах ĕçленине кăна мар, предприяти-организаци умне тухса тăнă çивĕч ыйтусене те пĕлтĕмĕр.

Мĕнлисем вĕсем? Хуравне статьяна вуласан пĕлетĕр.

Pages