Грецирен - çĕнтерÿпе

Çу уйăхĕн 4-11-мĕшĕсенче Грецире Пĕтĕм тĕнчери ачасен "Танец маленьких утят" фестивалĕ иртнĕ. Ăна РФ Вĕрентÿ, Культура министерствисен, Раççейри "Содействие детскому отдыху" лагерьсен ассоциацийĕн, Пĕтĕм тĕнчери лагерьсен пĕрлĕхĕн пулăшăвĕпе йĕркеленĕ. Унта Раççейри, Грецири тата 20 çĕр-шыври пултаруллă ачасем хутшăннă.

Асăннă фестивале Чăваш Енрен Татьяна Новикова кайма тивĕçнĕ. Хĕр ача Йĕпреçри ачасен искусство шкулĕнче тата Кĕлĕмкассинчи пĕлÿ çуртĕнче вĕренет. Грецире вăл I степень диплома тивĕçнĕ. "Татьяна - чылай конкурс çĕнтерÿçи. Фестиваль программипе килĕшÿллĕн вăл "Тĕнчери халăхсен юррисемпе ташшисем" концерт программине те, тĕрлĕ тĕл пулупа ăсталăх сехечĕсене те хутшăнчĕ", - пĕлтернĕ Новиковăн пултарулăх ертÿçи, Йĕпреçри ачасен искусство шкулĕн директорĕн çумĕ Наталья Рекунова. Талантлă хĕр ача маларах Пĕтĕм тĕнчери ачасен пултарулăхĕпе искусствин "Чунга-чанга" фестивалĕнче I степень диплом тата "Золотой микрофон" кубок илнĕ.

А.ГРОМОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.