Мирлĕ пурнăçшăн пуç хунă кашни салтак - ПАТТĂР!

7 Çу, 2014

Этемлĕх историйĕнчи чи юнлă вăрçăн хаяр çулĕсенче кăтартнă паттăрлăхăн иксĕлми çути вун-вун çул иртсен те пирĕн пата çитет. Çухатусен ыратăвне тÿссе, мĕн пур вăя пухса, хăйсене хĕрхенмесĕр Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин паттăрĕсем пурăнмалли ирĕке упраса хăварнă. Çар çыннисем тата тыл ĕçченĕсем пĕрле кар тăрса Çĕнтерĕвĕн вăрах кĕтнĕ кунне çывхартнă.

Чăваш Ен халăхĕ ХХ ĕмĕр мурне çĕнтерес ĕçе сăмахпа хаклама çук пысăк тÿпе хывнă. Унăн мухтавлă 208 пин ытла ывăлĕпе хĕрĕ фронта кайнă, тăшманпа кĕрешсе паттăрлăх кăтартнă, ĕмĕрлĕх чыс çĕнсе илнĕ.

Çу уйăхĕн 9-мĕшĕ - пĕтĕм халăх мăнаçлăхĕпе пĕтĕм халăх ас тăвăмĕн кунĕ, Раççей халăхĕн иксĕлми паттăрлăхĕпе чун çирĕплĕхĕн, ĕненĕвĕпе чăтăмлăхĕн символĕ. Нимĕнле вăхăт сĕмĕ те хуплаймĕ ăна, сÿнтереймĕ Аслă Çĕнтерÿ çутине.

"Хыпар" хаçатăн ыранхи номерĕнче Çĕнтерĕве халалланă "Тăван çĕр-шыв ирĕклĕхĕшĕн çапăçнă", "Виç кĕтеслĕ çырусем", "Паттăрлăхĕ халăх асĕнче" тата ытти хайлавра, "Мирлĕ пурнăçшăн пуç хунă кашни салтак - ПАТТĂР!" ыйтăмра Чăваш Енĕн паттăрĕсем çинчен çырса кăтартнă.

Тĕплĕнрех - хаçатăн ыранхи, çу уйăхĕн 8-мĕшĕнчи, номерĕнче.

Юрий СТЕПАНОВ

Теги: