Çурçĕр полюсĕ кăмăл-туйăма çирĕплетет

7 Çу, 2014

Çапла каланă хăй вăхăтĕнче паллă çул çÿревçĕсем Матвей Шпаропа Борис Смолин. Унта пĕрре мар пулса курнă паттăрсем ертсе пынипе кăçалхи ака уйăхĕнче 16-18 çулсенчи çичĕ çамрăк Çурçĕр полюсне тепĕр хут çитсе килнĕ.

Экспедицие пирĕн ентешсем те пĕрре мар хутшăннă. Ку енĕпе Çĕнĕ Шупашкарти «Кредо» туризм клубĕнче ăсталăха туптакансем палăрнă: Степан Шеверталов /Çурçĕр полюсне пĕрремĕш çитнисенчен пĕри/, Сергей Ломов /2009 çулта иртнĕ экспедици членĕ/, Анна Карпова /2010/, Сергей Кузнецов /2011/, Евгений Мартьянов /2012/. Паян республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Кредо» туризм клубĕн хастарĕсемпе тĕл пулчĕ.

Тĕплĕнрех - ыранхи номерте.

Андрей МИХАЙЛОВ

Теги: