АХ

11 Çу, 2017

Упрама хунă, укçасăр юлнă

Потребительсен кредит кооперативĕсем юлашки вăхăтра республикăра йышланчĕç. Анчах вĕсенчен халăха улталаса ĕçлекенни те тупăнать иккен. Нумаях пулмасть Вăрнар район сучĕ икĕ кредит кооперативне ертсе пынă çын тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçе пăхса тухнă, 8 çул та 2 уйăха ирĕкрен хăтарма йышăннă.

56 çулти арçын 2005-2014 çулсенче ятарлă килĕшӳ туса халăх укçине 63 млн тенкĕ ытла упрама илнĕ. Ахăртнех, кооператив саккунлă ĕçленине кăтартас тесе килĕшӳ докуменчĕ тăрăх процентсен пĕр пайне тӳлесе пынă.

10 Çу, 2017

Чăл-пар! арканчĕ канăçлăх

Шарт! сиксе вăранчĕ Надя. Хыпалансах вырăна хыпашлама пикенчĕ. Аллине никам лекменрен пушшех хăраса ÿкрĕ. Çак самантра курни тĕлĕк иккенне, пĕчĕк Ирина кукамăшĕ патĕнчине ăнланчĕ те хаш! сывласа ячĕ. Кĕлетки тăрăх сивĕ шыв янăн тăрт-тăрт! чĕтрерĕ хăй. Çук-ха, çÿçентерекенĕ сивĕ тар мар — хăрушă тĕлĕк.

...Игорь хыçран хăвалать пек. Тарать-тарать Надя. Хытă чупас тет — ури итлемест. Такăнса ÿкесрен те хăрать. Пĕлет: арçын çитсен хĕрхенмест — чунĕ каниччен хĕнет. Малалла вулас...

25 Пуш, 2017

Таса туйăма варалатăп...

Юратнипе асапланатăп. Çак ыратăва лăплантарма нимĕн те пулăшмасть. Хама ниепле те алла илейместĕп. Çавăнпах «юрату — усал» текен шухăш патнех пырса тухрăм. Арçынсем, ютти патне чупсан та ан юратăр! Хăвăра çеç асап кÿрĕр.

17 Раштав, 2016

Чун çунтармăш...

Эх, общество транспорчĕ, миçе мăшăра паллаштарман-ши эсĕ? Миçешне уйăрнă-ши тата?!

Пĕтĕмпех йĕркипе каласа кăтартам-ха. Ваçукпа нумай-и сахал-и — икĕ çул туслă. Эпĕ пиллĕкмĕш курсран кăçал вĕренсе тухатăп тăк, вăл диплом илнĕ хыççăн иккĕмĕш çул ĕçлет ĕнтĕ. Салтакра пулма та ĕлкĕрнĕ-ха манран виçĕ çул аслăрахскер. Шăпах вăл хĕсметрен таврăнсан паллашрăмăр та.

Pages