Комментари хушас

25 Пуш, 2017

Таса туйăма варалатăп...

Юратнипе асапланатăп. Çак ыратăва лăплантарма нимĕн те пулăшмасть. Хама ниепле те алла илейместĕп. Çавăнпах «юрату — усал» текен шухăш патнех пырса тухрăм. Арçынсем, ютти патне чупсан та ан юратăр! Хăвăра çеç асап кÿрĕр.

...Çамрăк чухне хĕрсем патне чупман мар. Такам патне те çитнĕ. Вăрттăн çимĕçе те çамрăклах тутаннă эпĕ. Хамран чылай аслă тантăшăм пĕр хĕрарăм патне мунчана илсе кайнăччĕ. Çавăнтанпа кашни хĕре тенĕ пек çавăрма пуçларăм та. Тĕлĕнмелле те, чупсан-чупсан парăнатчĕçех вĕсем. Катя çеç хăйне сăпайлă тытрĕ. Чуп тунинчен ытла çывăха ямарĕ. Тахăш самантра юратрăм ăна. Часах вăл та мана савнине систерме пуçларĕ. Çапла аслă класа вĕренме куçсан та Кĕтерукпа çÿрерĕмĕр эпир. Çакна ялĕпех пĕлчĕç. Çав вăхăтрах хĕре систермесĕр юттисем патне те чупаттăм. Пĕр каçлăх.

Вăхăт хăвăрт шурĕ. Сарă чиперккене ытларах та ытларах саврăм. Часах салтака кайма та ят тухрĕ. Ăсатрĕ мана Катя, анчах кĕтсе илеймерĕ. Çук-ха, кĕтсе илчĕ. Анчах хĕсметрен таврăнсан икĕ çулта вăл «пăсăлма» ĕлкĕрнине пĕлтĕм. Кăна хăй мар, çывăх тусăм калани пушшех вĕчĕрхентерчĕ. Çыру та çÿретрĕ-çке савниçĕм. Ăшă сăмахсем шăрçаларĕ. Тунсăхне сирес тесе-ши, çывăх тусăм айне выртнă хăй. Çакна каçараймарăм. Унпа хутшăнма пачах пăрахмарăм-ха. Каçсерен хушăран çÿрерĕм ун патне. Çемье çавăрасси пирки вара текех ĕмĕтленмерĕм.

Пĕрремĕш юрату хăвачĕ иксĕлми теççĕ. Тепĕр чухне вара вăйлă çил вĕрсен сĕвĕрĕлетех вăл. Кунсем иртнĕ май эпĕ те Кĕтерука чи хаклă çын пек йышăнма пăрахрăм.

Салтак аттине хывсан вĕренме кĕтĕм. Малтанхиллех хĕр чĕрисене çунтартăм. Хам пирки çав тери чипер тесе шухăшламастăп, анчах пикесен кăмăлне каяттăм ахăр. Пĕр-икĕ ăшă сăмах илтсенех ирĕлме хатĕрччĕ вĕсем. Çапла Танюкăн чĕрине те вырнаçрăм.

Тĕрĕссипе, унпа хамăр ялти клубрах паллашнă-ха. Тăванĕсем патне хăнана килсе çÿретчĕ вăл. Çулла уйрăмах вăрах пурăнатчĕ. Хула урамĕнче ăнсăртран тĕл пулсан та сăмах чĕнмесĕр иртмен. Çав тери килĕшетчĕ тесе калаймастăп ун пирки, анчах ыттисенчен уйрăлса тăратчĕ вăл. Паллă ĕнтĕ, хула хĕрĕ ялтан килнисенчен капăртарах çÿретчĕ. Çинçе пилĕклĕскерне хăть те мĕн тăхăнсан та килĕшетчĕ. Каччăн куçĕ курмасть-им? Çапла чиперлĕхе саврăм та. Ун патне сукмак хыврăм. Уçăлса çÿрерĕмĕр, хушăран чей ĕçме хăнана та чĕнчĕ вăл. Часах мана савнине систерме пуçларĕ. Эпĕ те ăна арăм тума упрарăм.

Пĕрре çапла яла кайма пĕрле пуçтарăнтăмăр. Вокзалта тусăма куртăм. Юнашар тăракан хĕрпе паллаштарма ыйтсан шÿтлесе: «Пулас арăм», — терĕм. Пĕрлешесси пирки шухăшламанччĕ-ха ун чухне. Çемье çавăрасси пирки Таньăпа та пачах сăмах хускатман. Çамрăк-çке-ха. Çавăнпах ку шÿте те çийĕнчех манса кайрăм.

Савниçĕм вара çакна чăнласах йышăннă курăнать. Эпĕ шÿтленине пачах та тавçăрман. Çакна черетлĕ хутчен хăнана кайсан ăнлантăм. Чей ĕçме чĕнсен яланхиллех турткаланмасăр килĕшрĕм. Таня ашшĕ-амăшĕ килĕнче пулни те сисчĕвлентермерĕ. Ара, тепĕр тесен, вĕсем пур чухне пĕрремĕш хутчен кĕместĕп-çке. Çапла диван çинче аслисемпе калаçса ларнă хушăра Танюк капашсăр пысăк хыпар пĕлтерчĕ: «Эпир Ваççапа пĕрлешесшĕн», — терĕ. Юрать — лараттăм. Унсăрăн çавăнтах тÿнсе каймалла. Печчук пиччепе Наçтук аппа куçран тинкерни чĕмсĕрлетрĕ. Ним калама пултараймарăм. Иксĕмĕр çеç юлсан кăна ку мĕне пĕлтернине пĕлме хăтлантăм. «Яла кайнă чухне вокзалта хăвах çапла каларăн-иç», — пулчĕ хурав.

Çапла икĕ çемье туя хатĕрленме пуçларĕ. Часах ăна кĕрлеттерсе те ирттертĕмĕр. Пĕрле пурăнма тытăнтăмăр. Хунямапа хуняçа пулăшнипе хваттер туянтăмăр. Павăл çуралчĕ. Хама çав тери телейлĕ туйрăм. Паллах, ыттисем пекех эпир те хушăран тавлашаттăмăр-хирĕçеттĕмĕр. Çемьере чашăк-тирĕк шăкăртатмасăр пулмасть теççĕ вĕт. Анчах пурăна-киле вăрçăнасси тăтăшланчĕ. Куншăн эпĕ те айăплă-ха. Пĕрлешсен пĕр хушăран ĕçлеме инçетри хулана çÿреме тытăнтăм. Тепĕр чухне çур çул та пулмастăм килте. Çак тапхăрта, паллах, ют хĕрарăм патне çÿремен мар. Пушшех те, ачаранах ясар ÿснĕ темелле. Вăрттăн çимĕçе тутанмасăр ниепле те пурăнаймастăм. Арăм кĕвĕçетчĕ. Çакăнтан «вăрçă» пуçланчĕ те. Тепĕр чухне ним çукранах кÿренетчĕ.

Вăхăт иртнĕ май хуларах ĕçе вырнаçрăм. Анчах пурпĕр лăпкă пурăнаймарăмăр. Хăнăхнă йăлине пăрахмарĕ Таня — кăштах кая юлса таврăннăшăн та ÿпкелерĕ. Тепĕр тесен, эпĕ те арăма çеç юратма тăрăшмарăм. Вунă çул пĕрле пурăнса туйăм сĕвĕрĕлнĕччĕ ĕнтĕ. Нихăçан та юратман та тейĕн...

Савман çынпа пĕр хваттерте пурăнма вара çав тери йывăр. Пĕрмай мăкăртатни тарăхтарать. Ĕçĕмре черетпе каçхи дежурство тăмаллаччĕ. Тепĕр чухне çĕрлеччен ĕçлеме те тиветчĕ. Хушăран киле каяс килменнипех çак сăлтавсемпе усă кураттăм — хваттере çывăрма çеç таврăнаттăм. Паллах, арăм та тÿрех ĕненместчĕ. Сăлтав тупса ĕçтешĕм патне шăнкăравлатчĕ. Вăл вара хутăма кĕме хăнăхнăччĕ. Тепĕр чухне эпĕ савăнса-алхасса çÿренĕ чухне те сутмастчĕ.

Чун киле туртманнипех савăк уявсенче час-часах пулаттăм. Авланманнисем нумайăнччĕ пирĕн. Хушăран ташă каçне, мунчана çÿретчĕç. Мана та пĕрлех чĕнетчĕç. Чăн та, юлман вĕсенчен. Хам тахçанах авланнине мансах çавăраттăм хĕрсене. Иртĕхсе пурăннине йышăнмаллах. Анчах нимĕн те тăваймăн — юн вĕрет.

Çапла Аньăпа паллашрăм. Малтанах унпа та ыттисем пекех пĕр каçлăх усă курасшăнччĕ. Анчах... юратрăм. Вăхăт иртнĕ май туйăм вĕриленсе те хĕрÿленсе пычĕ. Çапла Анюксăр пурăнайми пулса çитрĕм.

Чиперкке пĕрре курсах кăмăла кайнине те палăртмалла. Хураскер, яштакаскер, сăпайлăскер... Мĕн тери çепĕç те ачаш калаçатчĕ тата! Темĕнле пăрлă чуна та ирĕлтерĕ çав. Тепĕр чухне черчен чечек пек туйăнатчĕ вăл. Вăйлă çил вĕрсен авăнать çеç мар, хуçăлать пекчĕ. Хушăран вара хăйĕн çирĕплĕхне, хастарлăхне кăтартатчĕ. Кун пек чухне ăна нимĕн те аркатаймасса ĕненеттĕм.

Кунран кун ытларах та ытларах саврăм ăна. Кашни курмассерен ытларах та ытларах тыткăна илчĕ вăл. Ун çумĕнче хама çав тери лăпкă та канлĕ, телейлĕ туяттăм. Ытамĕнче ирĕлеттĕм. Чуп туни вара ухмахах кăларатчĕ. Анюка тĕл пулсан çеç чăн-чăн юрату мĕн иккенне пĕлтĕм. Салтакран тасан кĕтсе илеймен Кĕтерук та, саватăп пек туйăнакан Танюк та Анюк çывăхне те пымарĕç.

Тунсăхларăм унсăр. Ăна пĕрмай, ялан курас, сассипе киленес, ытамĕнче ачашланас килчĕ. Çакна та каламалла: Аньăна чунран савнă хыççăн ыттисем патне çÿреме пăрахнăччĕ эпĕ. Çавăнпах унпа май пур таран тăтăш тĕл пулма тăрăшрăм. Вăл та хирĕçлеместчĕ. Савнине, курнăçмасан тунсăха путнине калатчĕ.

Çак вырăнта пурнăçăн юппи патне килсе тухрăм та. Арăмран уйрăлса пурнăçăма Анюкпа çыхăнтармаллаччĕ пек. Анчах манран чылай çамрăкскерне шанмарăм. Мана чăннипех юратнине, пурнăçне мана кăна парăнса ирттерме хатĕррине, туйăмсен хĕрÿлĕхĕ сÿнмессе ĕненмерĕм. Тĕрĕсрех, вăхăт иртнĕ май эпĕ Танюка сутнă пек Анюк та мана пăрахасран хăрарăм. Савниçĕм тĕрĕссине пĕлсен манпа калаçмасран хăранипех арăмпа ача пирки те нимĕн те каламарăм ăна. Паллах, пурнăçăмпа кăсăкланатчĕ вăл. Анчах яланах тахçанах уйрăлнине, арăмпа расна пурăннине калаттăм. Тепĕр чухне çеç ывăлăм патне хăнана каятăп имĕш. Ĕненетчĕ вăл. Кашни сăмахăма шанатчĕ.

Эпĕ вара икĕ хĕрарăмран пĕрне суйлама вăй çитереймерĕм. Арăм мана хăть те мĕнле пулсан та каçарасса шантăм. Ара, упăшки чупкăн иккенне тахçанах хăнăхнă вăл. Ватлăх кунра та пулин лăпланасса пысăк шанăçпа кĕтет. Анюка та суйма чарăнаймарăм.

Чăнлăх паян мар тăк ыран çиеле тухатех. Çапла савнă тусăм та вăрттăнлăха пĕлчĕ. Суйнине каçараймарĕ.

Вутра çунатăп халĕ. Юратăвăма та упраймарăм. Хамах айăплă куншăн. Мăшăрăмпа та — вăрçă. Куншăн явапли те хамах. Çакна ăнланатăп пулин те йышăнассăм килмест. Пурнăçăм çапла килсе тухнишĕн таса туйăма айăпласа варалатăп...

ВАСИЛИЙ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.