Усал амăшĕ

1 Çĕртме, 2017

Çемье карапĕ çырана çапăнса аркансан вăтăр çулти хĕрарăм эрех-сăрапа вăхăта ирттерме тытăннă.

12 çулти хĕрачи малтан ашшĕпе пурăннă. Çавна май ÿсĕр амăшне курсах кайман темелле. Анчах урăх шкула вĕренме куçсан вăрăм çула çывхартма амăшĕпе пурăнма тытăннă. Хĕрарăм çакăншăн савăнас вырăнне унпа çапăçма пикеннĕ. Пырне хаяр шĕвекпе хĕртсенех ачипе хирĕçнĕ, хĕненĕ, аллинчен çыртнă. Тамăка кĕрсе ÿкнĕ хĕрача çакна чăтаймасăр ашшĕ патне таврăннă, хăй çине алă хунине каласа панă. Усал амăшĕн хăтланкаларăшне ыттисем те çирĕплетнĕ. Алă çĕклеме юратакан çывăх вăхăтра суд тенкелĕ çине лармалла.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.