ача сачĕсем

24 Çĕртме, 2019

Ача сачĕ тата троллейбус линийĕ – пысăк парне

Чăваш Енре ырă йăла пур: регионăн чи пысăк уявĕнче — Республика кунĕнче — социаллă пĕлтерĕшлĕ çĕнĕ объектсем уçасси. Кăçал та ырă çак йăлана манмарĕç. Çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче Шупашкарти «Соляное» микрорайонта çĕнĕ садик ĕçлеме пуçларĕ. «Çĕнĕ хула» микрорайонта вара троллейбус çĕнĕ линийĕ хута кайрĕ. «Пире уяв ячĕпе пысăк парне туса пачĕç», — савăнăçне пытараймарĕç асăннă тăрăхра пурăнакансем.

25 Ака, 2019

«Хыпар» издательство çурчĕн «Тетти» те Чăваш чĕлхи кунне паллă турĕ

Паллах, эсир пирĕн чĕрĕ «Тетте» çинчен пурте пĕлетĕр, тăтăшах вулатăр. Вăл та Чăваш чĕлхи кунне паллă турĕ паян. Ача-пăча кăларăмĕсен редакторĕ Лена Атаманова тата Валентина Селенина корреспондент Шупашкарти 49-мĕш шкулта пулчĕç. «Тетте» вĕсенчен юлмарĕ.

16 Ака, 2019

«Хыпар» издательство çурчĕн ача-пăча кăларăмĕ Шупашкарти ача садĕнче пулчĕ

Паян «Хыпар» Издательство çурчĕн ача-пăча кăларăмĕсен корреспонденчĕсем Валентина Селенинăпа Лариса Петрова Шупашкарти 30-мĕш ача садĕнче пулчĕç.

— Шăпăрлансем пире хаваслă кĕтсе илчĕç. Хĕрачасем маскак тăхăннă. Паянхи куна вĕсем чăн-чăн уява çавăрнă. Сĕтеле хăйсем çырăнса илекен пирĕн кăларăмпа — «Тетте» журналăн тĕрлĕ номерĕпе — пуянлатнă, — терĕ Валентина Селенина.

21 Çурла, 2018

Садике хупас марччĕ

Сывă-и? Ялта клуб тума пуçлани савăнтарать-ха пире, анчах пирĕн «Хĕрлĕ палан» ача садĕнче урай йăтăнса аннă. Çавăнпа кăçал садике хупасшăн, ачасене автобуспа Аслă Арапуçа илсе çÿресшĕн. Ашшĕ-амăшĕ, паллах, çакна хирĕç. Районтисем садике юсама укçа çук теççĕ. Нивушлĕ 50-60 пин тенкĕ тупаймаççĕ-ши? Çурта пĕр юхăнтарма пикенсен йăтăнсах анать вăл. Садикре хальччен икĕ ушкăнччĕ. Ачасем пирĕн малашлăх тетпĕр пулсан «Хĕрлĕ палана» упраса хăварасчĕ, хупма парас марччĕ.

21 Çĕртме, 2018

Хĕрлĕ тÿремре - вальс, полька тата полонез

Паян Шупашкарта Хĕрлĕ тÿремре шкул çулне çитменнисен ăсату балĕ иртрĕ. Юмахри пек илемлĕ хĕр пĕрчисемпе маттур арçын ачасене çанталăк та савăнтарас терĕ пуль — мероприяти вăхăтĕнче пĕлĕтсем хĕвеле хупламарĕç. Çакă ачасене уяв сĕмне туйма май пачĕ. Кунта хулари ача сачĕсене çӳрекенсенчен чи маттуррисене пуçтарнă-çке.

Pages