Ас тăватпăр, пуç таятпăр...

9 Çу, 2019

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 74 çул çитнине халалласа паян республикăн кашни район-хулинчех йышлă мероприяти иртет.
Акă Шупашкарти "Çĕнтерÿ" мемориал комплексне çын йышлă пухăнчĕ. Георгий хăйăвĕ çыхнă çынсем вăрçă çулĕсенчи тата патриотизм юррисене итлесе Çар мухтавĕн монуменчĕ патнелле утрĕç. Вăрçă ветеранĕсем тата тыл ĕçченĕсем пĕр-пĕринпе сывлăх сунчĕç, иртнине аса илнĕ май нумайăшĕн куçĕ шывланчĕ. Монумент умне пухăннисем хаяр вăрçăран таврăнайман, паттăррăн пуç хунă, сурансене пула тата мирлĕ вăхăтра пурнăçран уйрăлнă çĕнтерÿçĕ салтаксене асăнса пĕр минут шăп тăчĕç.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Нихăçан сÿнмен çулăм умне чечек кăшăлĕ хучĕ. Мероприятие çавăн пекех ЧР Министрсен Кабинечĕн, ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн, РФ Патшалăх Думин, ЧР Патшалăх Канашĕн, хула Пухăвĕн депутачĕсем, вăй ведомствисен представителĕсем, политика партийĕсен тата общество организацийĕсен хастарĕсем хутшăнчĕç. Çамрăксемпе кадетсем, шкул ачисем, хула çыннисем те чечек çыххисем, кăшăлĕсем хучĕç.

Анна Иванова, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă:
- 1942 çулта связистсен курсне пĕтерсен мана Прибалтика 2-мĕш фронтне ячĕç. Калининград облаçĕнче хĕрарăмсен 32-мĕш батальонĕн йышĕнче пултăм. Çĕнтерÿ кунне Ригăра кĕтсе илтĕм. Уяв мероприятийĕсене кашни çулах хутшăнма тăрăшатăп.

Татьяна Васильева, Шупашкарта пурăнать:
- Ку парка çемьепе кашни çулах килетпĕр. Ачасем пĕлтĕр ветерансене чечек парнелерĕç. Кăçал вара вĕсене валли хăйсен аллипе значок ăcталарĕç. Ачасем историе лайăx пĕлччĕр тетпĕp. Вĕсен мăн аслашшĕпе мăн кукашшĕ вăрçăра çапăçнă, шел, пĕри Ленинград çывăxĕнче пуç хунă.

www.hypar.ru

Рубрика: 

Комментари хушас