Шупашкарти ачана 39 пин тенкĕ çитмест

18 Авăн, 2017

Шупашкарта пурăнакан 6 çулти ачана 39 пин тенкĕ кирлĕ. Çак укçа ăна Мускаври Медицина технологийĕсен институтĕнче сиплев курсĕнче тухма май парĕччĕ.

Ача-пăчан церебраллă тытамакĕпе аптăраканскере çулталăк каялла çав учрежденире сипленĕ. Тăрăшни харама кайман: ача паян хăйне унчченхинчен аван туять: хăй тĕллĕн майĕпен утать. Чăваш Енĕн патшалăх телерадиокомпанийĕнчи ĕçтешсем ачапа тата амăшĕпе тĕлпулнă та, Влад Морозов турник çинче туртăнма, тăвайккине хăпарма талпăннине курса ĕненнĕ. Ачан чи пысăк ĕмĕчĕ – юлташĕсемпе футбол вылясси.

Мускаври Медицина технологийĕсен институтĕнче черетлĕ сиплев тухма çемьене 199 пин те 430 тенкĕ кирлĕ. «Коммерсант» хаçат вулаканĕсем тата «Русфонд» фончĕ 110 пин те 430 тенкĕ уйăрĕ, «ХимТекс» ятлă общество – 50 пин. Çапла вара тепĕр 39 пин тенкĕ çитмест. Пурăнма тата аталанма тапаçланакан улттăри ачана пулăшас тесен 5542 номерпе «ДЕТИ» тесе çырса ямалла. СМС хакĕ – 75 тенкĕ. Ырă та уçă кăмăллисем «Русфонд» урлă та пулăшма пултараççĕ.
 

Теги: 

Комментари хушас