Шупашкарта Кадетсен Георгий балĕ иртрĕ

7 Раштав, 2019

Паян Шупашкарта Кадетсен Георгий балĕ иртрĕ. Çакнашкал бал ташшисен конкурсне кăçал 13-мĕш хутчен йĕркеленĕ. Ăна ирттерекенсем: ЧР вĕренÿпе çамрăксен политикин министерстви, çарпа патриотлăх воспитанийĕ паракан "ЮНИТЭКС" центр тата республикăри кадет шкулĕсемпе кадет класĕсен ассоциацийĕ.
Мероприятие кăçал республикăри 9-12-мĕш классенче вĕренекен 18 бал ансамблĕ хутшăнать. Бал теми: вăрах вальс (Slow Walts).
- Георгий балне хутшăнакан кадетсем кашни çулах улшăнса тăраççĕ ĕнтĕ. Ашшĕ-амăшĕ ачисемпе пĕрле савăнма, вĕсемпе киленме, кăмăлне çĕклеме килнĕ. Чăнахах та питĕ вăйлă пулăм, мĕншĕн тесен пирĕн кадетсем çакăн пек капăр тумтир тăхăнса ташлама вĕренни, конкурса хутшăнни вĕсене малашнехи пурнăçра йывăрлăхсене çĕнтерме пулăшать. Иккĕмĕшĕнчен, кадетсем шкулта вĕреннĕ чухне те лайăх ĕлкĕрсе пыраççĕ. Виççĕмĕшĕнчен, вĕсем Раççей Федерацийĕн гражданĕсем пулнă май патриотсем тесе каласшăн. Кадетсене, ашшĕ-амăшне, учителĕсене чун-чĕререн тав тăватăп. Çирĕп сывлăх, телей, малашне те йĕркеллĕ, ырă ĕçсем туса малалла утма сунатăп, - терĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.
Михаил Васильевич ачасемпе асăнмалăх сăн ÿкерĕнчĕ çеç мар, вĕсемпе сăмахлама та май тупрĕ. Акă Элĕк районĕнчи Чăваш Сурăм шкулĕн кадечĕсем иртнĕ уйăхра Мускавра Патшалăх Думинче пулнă. Унтан вĕсем Чăваш Республикин Пуçлăхĕ валли ăшă салам илсе килнĕ.
Çак шкулта 9-мĕш класра ăс пухакан Дмитрий Васильев кадет класне вĕренме  çÿренине çирĕп тĕллев тĕвĕленнипе çыхăнтарать. Мĕн пĕчĕкрен пограничник пулма ĕмĕтленет вăл.
- Манăн атте те, класс ертÿçи те пограничниксен çарĕнче тăнă, - терĕ Дима. - Çакăн пек конкурссене хутшăннă чухне Элĕк районĕн чысне хÿтĕлесси пирки ытларах шухăшлатăп. Чÿк уйăхĕн 28-мĕшĕнче Мускава Патшалăх Думине кайрăмăр, унта тĕрлĕ депутатпа тĕл пултăмăр. Леонид Черкесов мана Чăваш Республикин Пуçлăхĕ патне салам çитерме каласа ячĕ. Эпĕ вăл ыйтнине пурнăçларăм.
Муркаш вăтам шкулĕнчи кадет класĕ çулсеренех Кадет балне хутшăнса мала тухать. Вĕсен тумĕсем те ачаранах куçа илĕртеççĕ. Светлана Измайловна Рожкова - çак ачасен класс ертÿçи.
- Муркаш районĕнче кадет класĕ пĕрре çеç, терĕ Светлана Измайловна. - Кашни çулах эпир çак асамлă конкурса килетпĕр. Ачасем тĕрлĕрен кружока та çÿреççĕ. Вĕсен хореографĕ питĕ пултаруллă - Людмила Александровна Митрофанова. Эпир Мускаври ăмăртусенче виçĕ хутчен пултăмăр, çĕнтерÿпе таарăнтăмăр. Кадет класне çÿрени ачасене пĕтĕмпех улăштăрать, вĕсем лайăхрах вĕренме тăрăшаççĕ. Тĕрлĕрен олимпиадăна хутшăнакан, тĕрлĕрен наука ĕçĕпе çĕнтерекен сахал мар. Вăхăта сая ямаççĕ вĕсем, пĕтĕмпех палăртса хунă. Ытти ачасенчен уйрăлса тăни тÿрех курăнать: кадетсем çурăма тÿрĕ тытаççĕ, шавламасăр лараççĕ, пĕтĕмпех лайăх итлеççĕ. Ытти ачасем те вĕсем пек пулма тăрăшаççĕ.
 Конкурс пĕтĕмлетĕвĕ çапларах пулчĕ.

9 класс:
"Свободная композиция" номинацире:
1 вырăн - Шупашкарти 47-мĕш шкул.
2 вырăн - Канашри патшалăх службипе управлени лицейĕ.
3 вырăн - Шупашкарти 3-мĕш шкул.

"Обязательная композиция" номинацире:
1 вырăн - Шупашкарти 3-мĕш шкул.
2 вырăн - Шупашкарти 47-мĕш шкул.
2 вырăн - Улатăрти 3-мĕш шкул.
3 вырăн - Шупашкарти 5-мĕш шкул.

10-мĕш классем:
"Свободная композиция" номинацире:
1 вырăн - Çĕнĕ Шупашкарти кадет лицейĕ.
2 вырăн - Чăваш кадет корпусĕ.
3 вырăн - Канашри патшалăх службипе управленийĕн лицейĕ.

"Обязательная композиция" номинацире:
1 вырăн - Çĕнĕ Шупашкарти кадет лицейĕ.
2 вырăн - Канашри патшалăх службипе управленийĕн лицейĕ.
3 вырăн - Шупашкарти кадет шкулĕ.

11 класс:
"Свободная композиция" номинацире:
1 вырăн - Канашри Патшалăх службипе управленийĕн лицейĕ.
2 вырăн - Муркаш шкулĕ.
3 вырăн - Çĕнĕ Шупашкарти кадет лицейĕ.

"Кадет балĕнчи чи лайăх мăшăр":
9 класс:
Никита Бачин тата Анастасия Маркова (Шупашкарти 5-мĕш шкул).
10 класс:
Сергей Трофимов тата Влада Яблокова (Çĕнĕ Шупашкарти кадет лицейĕ).

"Кадет балĕн Примипе Премьерĕ"
11 класс:
Екатерина Смирнова тата Евгений Сорокин (Муркаш шкулĕ).
 

Василий КУЗЬМИН сăн ÿкерчĕкĕсем...

www.hypar.ru

Рубрика: 

Комментари хушас