Сăмах-сĕнÿ тĕшшине шырарĕç

11 Утă, 2014

Чăнлăх: пурнăçра пур япала та кивелет, ăна е юсаса çĕнетеççĕ, е урăххипе, лайăхраххипе улăштараççĕ. Çак ăнлав влаç тытăмне те, ăна йĕркелесе пыракан саккун пуххисене те пырса тивет. Çу уйăхĕн вĕçĕнче Мускавра Раççей Федерацийĕн субъекчĕсен саккун йышăнакан органĕсен представителĕсен семинар-канашлăвĕ иртрĕ. Ăна Раççейри вырăнти хăй тытăмлăх /ВХТ/ канашĕн пуçарăвĕпе йĕркеленĕ. Сăмах кунта шăпах «Федерацин «Раççей Федерацийĕн вырăнти хăй тытăмлăха йĕркелемелли пĕтĕмĕшле принципĕсем çинчен» саккунне улшăнусем кĕртесси çинчен» пынă.

РФ Патшалăх Думин Федераци тытăмĕн тата вырăнти хăй тытăмлăх ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комитечĕн пуçлăхĕн çумĕ, РВХТ канашĕн председателĕ Вячеслав Тимченко ăнлантарнă тăрăх - федерацин асăннă, улшăнусем кĕртмелли саккунĕ вырăнти хăй тытăмлăха йĕркелемелли пĕтĕмĕшле принципсене çĕнетсе лайăхлатать, унта регионсен ертÿлĕхĕ валли хăйсен ĕçне туллин туса пыма, халĕччен хăш-пĕр ыйтура «алă-урана çыхса хунă» пайсене е статьясене улăштарма май паракан самантсем пур. Сÿтÿ-яву тапхăрĕнче регионсенче федерацин асăннă саккунĕн тĕп положенийĕсемпе уйрăм пайĕсене тата статйисене пур енлĕн, тĕплĕн тишкерĕç, иккĕмĕш тапхăрĕнче вара муниципалитет йĕркеленĕвĕсен тĕрлĕ шайри ертÿлĕхĕн полномочийĕсене уçăмлатĕç. «Тĕрлĕ шайри ертÿлĕхĕн тивĕçĕсем, паллах, тĕрлĕрен пулĕç, - тенĕ Вячеслав Тимченко семинар-канашлура. - Ял тăрăхĕн - хăйĕн, муниципалитет районĕн, хула округĕсен тата хула администрацийĕсен - хăйсен. Халĕччен пурин ĕçне те 131-ФЗ саккунпа йĕркеленĕ. Унта улшăнусем кĕртмеллине пурнăç хăй çирĕплетрĕ. Хатĕрленÿ ыйтăвĕсене парламентăн çуллахи каникулĕ вĕçлениччен татса парăпăр...»

Чăваш Енре ятарлă ĕç ушкăнĕ хăйĕн пĕрремĕш ларăвне ирттерчĕ. Ăна Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Александр Иванов ертсе пычĕ. Чăннипех уçă, çивĕч калаçу пулчĕ. Ара, ку ыйту пурнăçăн пур енне те пырса тивет-çке. Ахальтен мар ларăва Чăваш Республикин пиллĕкмĕш суйлаври Патшалăх Канашĕнчи политика партийĕсен пур фракцийĕсенчи тата район, ял тăрăхĕсен Пухăвĕсен депутачĕсем, общество организацийĕсен ертÿçисем, муниципалитет йĕркеленĕвĕсен, ял тăрăхĕсен администрацийĕсен пуçлăхĕсем тата яваплă ытти нумай çын хутшăнчĕ. Юлашки вăхăтра кăна, акă, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен 26% ĕçрен хăтарма ыйтса хут çырнă. Мĕншĕн? Район ертÿлĕхĕнче - икĕ пуçлăх. Хăшĕ аслăрах? Тен, мĕн пур полномочие малашне пĕр пуçлăха кăна памалла? Çак тивĕçе пурнăçлама ăна халăх сасăлавĕпе палăртмалла е çÿлти влаç тытăмĕ хăйĕн хушăвĕпе, контракт йĕркипе çирĕплетмелле? Вун-вун ыйту. Пурне те хурав памалла. Çапла тума тăрăшрĕç те юстици министрĕ Надежда Прокопьева, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ Анатолий Князев, Петр Краснов, Валерий Филимонов, Игорь Кушев, Виктор Ильин, Владимир Михайлов депутатсем, республикăри Муниципалитет йĕркеленĕвĕсен канашĕн ĕç тăвакан директорĕ Станислав Николаев, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов, Общество палатин председателĕ Леонид Шимин, Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕ Александр Цветков, ял старости Леонид Егоров... Кашнин - хăйĕн ăнланăвĕ, курăмĕ, шухăшлавĕ. Кашниех хăйĕн ăнлантарăвне вырăнти тĕслĕхпе çирĕплетме тăрăшрĕ.

РФ Патшалăх Думин Федераци тытăмĕпе вырăнти хăй тытăмлăх ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ Виктор Кидяев калашле - кашни сăмах-сĕнÿ тĕшшине тупса регионсен хăйсен саккун проекчĕсене хатĕрлемелле. Саккунра «Муниципалитет влаçне территорири халăхпа çывăхрах пулма, унăн нуши-терчĕпе пурăнма, унпа пĕр чĕлхе тупма, ыйтăвăн хуравне пĕрле шырама, регионăн е районăн йăли-йĕркине е спецификине шута илсе ĕç-хĕле йĕркелеме, пурнăç условийĕсене лайăхлатма пултаракан влаç тытăмне туса хума пулăшмалла» текен шухăш тĕпре пулмаллине палăртрĕç тухса калаçакансем. Саккуна кĕртекен улшăнусен тĕшши - федераци субъекчĕсем регионпа вырăнти шайри влаç органĕсен хушшинчи полномочисене уçăмлатмалли хушма механизмсем туса хуни. Ун чухне федерацин кашни субъекчĕ, муниципалитет йĕркеленĕвĕ е ял тăрăхĕ хăйĕн территорийĕнчи халăхăн шухăшне тĕпе хурса, хальхи влаçăн ертсе пырас тытăмăн ĕç-хĕлне мĕнле хак панине пăхса ку е вăл полномочие хăш влаç тытăмĕ пурнăçлама пултарнине, муниципалитет йĕркеленĕвĕн пуçлăхĕ кам пулма пултарассине - политик е хуçалăх ертÿçи - палăртать.

Паллах, полномочисен уçăмлăхĕ питĕ кирлĕ, пĕлтерĕшĕ те пысăк. Александр Иванов ларура хăйсен шухăшĕсене уççăн, сапаланса каймасăр каланисемпе, уйрăмах «Вырăнти влаç тытăмне реформăлама чи малтанах кашнин полномочийĕсене уçăмлăн чикĕлемелле, кашни муниципалитетăн функци тивĕçĕсем кашниншĕн ăнланмалла пултăр» текен шухăшĕпе, килĕшет. Александр Степанович çавăнпа пĕрлех ку е вăл муниципалитет йĕркеленĕвĕ пурлăх тĕлĕшпе ура çинче çирĕп тăни, вырăнти бюджет тулса пыни ăна хăйĕн тĕллевĕсемпе халăх умĕнчи обязательствисене туллин пурнăçлама май панине палăртрĕ.

Рубрика: 
Теги: