Вăрманпа усă курасси, культура палăкĕсем...

23 Çĕртме, 2016

ЧР Çут çанталăк ресурсĕсемпе экологи министерствин 2015 çулхи ĕçĕ-хĕлне пĕтĕмлетесси, культура еткерĕн усă курман объекчĕсене /историпе культура палăкĕсене/ тара памалли хака палăртасси, сусăр ачасене паха пĕлÿ илмешкĕн тивĕçлĕ условисем йĕркелесси — çак тата ытти ыйту Министрсен Кабинечĕн Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе иртнĕ ларăвĕнче тĕп вырăнта пулчĕç.

Иртнĕ çулхи ĕçе пĕтĕмлетнĕ май çут çанталăк ресурсĕсен министрĕ Сергей Павлов министерство вăрман тата шыв хутшăнăвĕсен сферинче, çут çанталăкпа усă курас, тавралăха сыхлас тата экологи хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес тĕлĕшпе мĕнле ĕçлени çинчен кĕскен те уçăмлăн каласа кăтартрĕ. ЧР Вăрман планĕпе килĕшÿллĕн пăхса хăварнă пушара хирĕçле мероприятисене пĕлтĕр туллин пурнăçланине пĕлтерчĕ. 2015 çулта вăрман фончĕн çĕрĕсем çинче пĕр пушар та тухман. "2011-2015 çулсенче пĕтĕмпе те 5 пушар пулнă, пĕтĕмĕшле лаптăк 2 гектартан та сахалрах. Вĕсем вăрман хуçалăхĕпе экономика объекчĕсене нимĕнле сиен те кÿмен. Ку кăтарту ФАО субъекчĕсен хушшинче те, Раççейре те чи лайăххисенчен пĕри", — терĕ Сергей Владимирович. Вăрмана çĕнĕрен чĕртес ĕçе малалла тăснă: маларахри çулсенчи пекех, пысăк пайне — 2010 çулта çуннă лаптăксенче. Çак çулсенче вĕсен 96% тасатнă, лаптăкăн 43% йывăç лартнă.

Вăрмансемпе усă курнăшăн республика бюджетне пĕлтĕр 13 млн тенке яхăн кĕнĕ, 2016 çул пуçланнăранпа — 10 млн тенкĕ. Çапах йывăрлăх та пур: таса мар чунлă арендаторсенчен татман парăма вăхăтра шыраса илейменни. Хальхи вăхăтра 16 арендаторпа вăрманпа усă куракан 44 организацин парăм пур. Михаил Игнатьев вĕсен ят-шывне уççăн пĕлтерме ыйтрĕ, "Чăваш Енре пурăнакансен çак çынсем камсем пулнине пĕлмеллех: вĕсем халăх пуянлăхĕпе усă курнă, патшалăха улталанă", — терĕ.

Министр йăлари хытă каяшсене тирпейлес енĕпе мĕнле мероприятисем ирттернипе те паллаштарчĕ. Пĕлтĕр "Управление отходами" АХОпа тунă концесси килĕшĕвне тĕпе хурса Çĕнĕ Шупашкарта çÿп-çапа сортлакан комплекса тата коммуналлă хытă каяшсене хурса пымалли пĕрремĕш лаптăка, Шупашкарта çÿп-çапа пушатса тиекен комплекса /çÿп-çапа сортлакан элементсемпе/ хута янă, ятарлă техника туяннă. 2017 çул варринче иккĕмĕш участока туса пĕтерме планлаççĕ. Муниципалитетсенче те çÿп-çапа пушатса тиекен станцисем тума йышăннă. Çĕнĕ полигон ĕçлеме пуçланăран пĕлтĕрхи чÿк уйăхĕн 1-мĕшĕнче Питтукасси свалкине хупнă, ăна рекультивацилес ĕçе Раççейре 2017 çулта Экологи çулталăкне ирттермелли тĕп мероприятисен планне кĕртнĕ.

Культура еткерĕн усă курман объекчĕсене /историпе культура палăкĕсене/ тара памалли хака палăртасси çинчен ЧР культура министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Татьяна Казакова доклад турĕ. Япăх тăрăмлă çак палăксене уйрăм çынсемпе юридици сăпачĕсене 49 çуллăха тара пама юрать. Министр тивĕçĕсене пурнăçлакан каланă тăрăх — культура еткерĕн пĕр объекчĕн çулталăкра тÿлемелли аренда хакĕ 1 тенкĕпе танлашать. Чăн та, пĕр услови пур: предпринимателĕн истори е культура палăкне 7 çул хушшинче юсамалла, унсăрăн килĕшĕве пăрахăçлаççĕ. Объекта çĕнетнĕ хыççăн арендатор ăна субарендăна е тÿлевсĕр усă курмашкăн пама пултарать. "Ку ĕçе хăйсен укçине хывма хатĕр çынсем пур. Чи малтан çакнашкал опытпа Мускавра усă курнă, каярахпа ку ĕçе 7 регион хутшăннă. Çапла майпа палăксене çĕнетме тытăннă. Хальхи вăхăтра ку енĕпе питĕ хастар ĕçлеççĕ", — терĕ Татьяна Васильевна.

Михаил Игнатьев пирĕн республикăра çакнашкал миçе объект пуррипе кăсăкланчĕ. Татьяна Казакова культура еткерĕн объекчĕсене тĕрĕсленĕ хыççăн япăх тăрăмри 8 палăка тупса палăртнине пĕлтерчĕ, вĕсем пурте муниципалитет харпăрлăхĕнче: 4 палăк — Сĕнтĕрвăрри, 2-шĕ — Етĕрне районĕсенче, Куславкка тата Çĕрпÿ тăрăхĕсенче — 1-ер. Министрсен Кабинечĕн членĕсем аренда хакне çирĕплетмелли йĕркене ырларĕç.

Вĕсем сусăр ачасене шкулчченхи вĕренÿ организацийĕсенче паха пĕлÿ илмешкĕн тивĕçлĕ условисем тумалли мероприятисем валли трансфертсене хула округĕсен бюджечĕсене парасси пирки калакан постановление те пăхса тухрĕç. ЧР вĕренÿ министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Светлана Петрова каланă тăрăх — "Меллĕ хутлăх" программăпа килĕшÿллĕн уйăракан укçа-тенке кăçал шкулсене çеç мар, ача сачĕсене те пама юрать. Хальхинче республика нухратне икĕ муниципалитетри — Шупашкарти тата Çĕнĕ Шупашкарти — 4 ача садне пама сĕнеççĕ. Михаил Игнатьев сусăр ачасем валли меллĕ хутлăх йĕркелессипе çыхăннă ĕçе ячĕшĕн пурнăçлама юраманнине аса илтерчĕ, вĕсене паха пĕлÿ илме чăнласах та лайăх условисем йĕркелемелле тесе пусăм тусах каларĕ.

Республикăри патшалăх унитари предприятийĕсен ертÿçисен ĕç тÿлевĕн условийĕсен положенийĕпе ЧР пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен патшалăх комитечĕн председателĕ Наталья Тимофеева паллаштарчĕ. Вăл каланă тăрăх — çĕнĕ йĕркепе килĕшÿллĕн предприяти ертÿçин должноç оклачĕн виçине ЧР ĕç тăвакан влаçĕн отрасль органĕ ĕç кăткăслăхне, ертсе пырассин калăпăшне, ĕç-хĕл уйрăмлăхне тата организаци пĕлтерĕшне тĕпе хурса палăртать. Ĕç тухăçлăхĕ пысăкрах, эппин, шалу та пысăкрах. Республика Пуçлăхĕ предприятие панкрут патне илсе çитерекен ертÿçĕсем тĕлĕшпе çирĕп санкцисем йышăнмаллине палăртрĕ.

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА

 

Теги: