Эрех-сăрашăн чару темиçе сехетлĕх пулĕ
Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче маларах кăларнă хăш-пĕр йышăну вăйне çухатнине çирĕплетнипе тата темиçе йышăнăва улшăнусем кĕртрĕç. Чылайăшĕ пирки пысăк пĕлтерĕшлĕ тееймĕн, çапах пĕрин çинчен каласа хăвармаллах.
Сăмах – уявсен, халăх йышлă хутшăнакан мероприятисен кунĕсенче лавккасенче эрех-сăра сутма чарни пирки. Предпринимательсем çавнашкал кунсем нумаййине кура чылай тупăш çухатнине пула кăмăлсăрланни пирки маларахах калаçу пулнăччĕ. Экономика аталанăвĕн министерстви тивĕçлĕ улшăнусем хатĕрленĕ. Экономика аталанăвĕн министрĕ Павел Иванов вĕсемпе паллаштарчĕ.
Малашне уяв-мĕн иртнĕ чух эрех-сăра сутма кунĕпех мар, çав мероприятисем пуçланас умĕн икĕ сехет маларах чарĕç. Мероприятисем вĕçленнĕ хыççăн пĕр сехетрен чару сирĕлĕ. Шкултан вĕренсе тухакансене аттестат панă кун вара эрех сутма юраман кунсен шутĕнчен вуçех тухса ÿкĕ. Министр палăртнă тăрăх, хăш-пĕр муниципалитетра аттестатсем парасси çичĕ кун таранах тăсăлса каять те — лавккаçăсене унччен шăпах çакă кăмăлсăрлантарнă. Правительство улăшăнусене ырланине кура вĕсен енчен текех кăмăлсăрлăх пулмалла мар.
Комментари хушас