Сусăр çамрăксем, ялсенчи социаллă пулăшу...
Сусăр çамрăксене професси пĕлĕвĕ илме тата ун хыççăн ĕçе вырнаçма пулăшасси, ялсемпе пĕчĕк хуласенче пурăнакансене бюджет учрежденийĕсене оптимизациленĕ вăхăтра социаллă сфера пулăшăвĕсемпе усă курма май паракан мерăсене йышăнасси - шăпах çак ыйтусене пăхса тухрĕç ЧР ĕç тăвакан влаç органĕсен РФ Президенчĕн 2012 çулхи май уйăхĕн 7-мĕшĕнчи Указĕсене пурнăçлас ĕç-хĕлне координацилекен тата вĕсенче палăртнă социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн тĕллевлĕ кăтартăвĕсене пурнăçланин мониторингне ирттерекен ĕçлĕ ушкăн ларăвĕнче. Ăна Иван Моторин премьер-министр ертсе пычĕ.
Пĕрремĕш ыйтупа ЧР сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕн пĕрремĕш заместителĕ Татьяна Богданова доклад турĕ. Вăл сусăр ачасемпе çамрăксене 28 вĕренÿ организацийĕнче професси пĕлĕвĕ парассине йĕркелени çинчен пĕлтерчĕ. Хальхи вăхăтра 247 инвалид вĕренет: 65-шĕ - аслă, 182-шĕ вăтам професси пĕлĕвĕ паракан учрежденисенче. Вĕсем çак специальноçсене алла илеççĕ: финанссем тата кредит, менеджмент, столяр, портной, çĕвĕç, каменщик, сад ăсти т.ыт.те. 2015-2016 вĕренÿ çулĕнче куçăн мелпе професси илмешкĕн бюджет вырăнĕ 150 палăртса хунă. 2014 çулта 133 сусăр вĕренсе тухнă, вĕсенчен 78-шне ĕçе вырнаçтарнă /58,6:/, 22-шĕ /16,5:/ пĕлÿ илессине малалла тăснă. «Меллĕ хутлăх» çумпрограммăна пурнăçа кĕртнĕ май 2014 çулта професси пĕлĕвĕ паракан 7 организацире инвалидсене меллĕ пултăр тесе чăрмавсемсĕр хутлăх йĕркеленĕ. Кăçал çакнашкал мероприятисене тепĕр 5-шĕнче ирттересшĕн.
Чăваш Республикинчи Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин ертÿçи Сергей Викторов каланă тăрăх - служба сайтĕнче сусăрсем валли вакансисен, инвалидсен резюме тата вĕренсе тухнисен резюме банкĕсене вырнаçтарнă. Унти специалистсем диплом илнĕ сусăр çамрăксене ĕçе вырнаçма пулăшас тесе тăрăшаççĕ. Иван Моторин ку енĕпе малалла та ĕçлемеллине палăртрĕ.
Ялсемпе пĕчĕк хуласенче пурăнакансене бюджет учрежденийĕсен сетьне оптимизациленĕ вăхăтра социаллă сфера пулăшăвĕсемпе усă курма май парас тесе мĕнле мерăсем йышăнни çинчен малтан Татьяна Богданова каласа кăтартрĕ. Вăл республикăри медицина тата социаллă организацисене оптимизацилени тĕпрен илсен администраципе управлени персоналĕн штатне пырса тивнине, ĕçлекен кадрсене пурне те сыхласа хăварнине палăртрĕ. ЧР сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕн пĕрремĕш заместителĕ районсенче çĕнĕ фельдшер-акушер пункчĕсем уçăлнине, республикăн чи аякри кĕтесĕсенче пурăнакансем патне мобильлĕ медицина комплексĕсем тухса çÿрессине йĕркеленине пĕлтерчĕ.
Ялти халăха медицина пулăшăвне илме май паракан тепĕр çул-йĕр - 100-тен сахалтарах çын пурăнакан ял-поселокра «кил-çурт хуçалăхне» туса хуни. Унăн тĕп тĕллевĕ - чирлĕ е инкеке лекнĕ çынна медицина ĕçченĕ çитиччен пĕрремĕш пулăшу кÿресси, ку тивĕçе ялти старостăна е пĕр-пĕр хастар çынна шанса параççĕ. Татьяна Богданова çак тÿлевсĕр ĕçе ытларах тивĕçлĕ канури медицина ĕçченĕсем кÿлĕннине пĕлтерчĕ. «Кил-çурт хуçалăхĕнче» телефон çыхăнăвĕ /«Васкавлă пулăшăва» чĕнсе илме/ тата ятарлă сумка /пĕрремĕш пулăшу кÿмелли япаласем/ пур. «Ялсенче медицина тата социаллă пулăшусене кÿрес ĕçе лайăхлатнăран медицинăпа демографи процесĕсенче те ырă улшăнусем пулчĕç», - терĕ Татьяна Геннадьевна 2010 çултипе танлаштарсан ялта пурăнакансем вилесси 8,6: чакнине, ача çураласси 6: ÿснине пĕлтернĕ май.
ЧĂВАШ ЕНРЕ, 2010 ÇУЛТИПЕ ТАНЛАШТАРСАН, ЯЛТА ПУРĂНАКАНСЕМ ВИЛЕССИ 8,6% ЧАКНĂ, АЧА ÇУРАЛАССИ 6% ŸСНĔ |
---|
ЧР культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕ Вадим Ефимов 2013 çултанпа Улатăр, Канаш тата Çĕмĕрле хулисенче 47 тухăçсăр культура учрежденине /çав шутра 39 культура-кану учрежденийĕ, 8 библиотека/ оптимизацилени çинчен пĕлтерчĕ. Муниципалитет районĕсемпе пĕчĕк хуласенчи культура учрежденийĕсенче ĕçлекенсен шучĕ 688 единица чакнă. Вĕсенчен ытларахăшĕ - пулăшакан персонал, çав шутран нумайăшне учреждени штатĕнчен кăларса граждан-право килĕшĕвĕсем çине куçарнă. Тепĕр пайĕ - тивĕçлĕ канăва тухнисем.
ЧР вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов тăлăх ачасене çемьесене илсе воспитани паракансен йышĕ ÿснĕрен ача çурчĕсен шучĕ икĕ хут чакнине пĕлтерчĕ. Юлашки вăхăтра шкулчченхи 40 ытла çĕнĕ организаци уçăлнă, çапах ача сачĕсен пĕтĕмĕшле шучĕ вĕсене реорганизациленĕрен ÿсмен. Оптимизаци вăтам професси пĕлĕвĕ паракан учрежденисене те пырса тивнĕ: вĕсен шучĕ 1,5 хут чакнă. Иван Моторин вĕренÿ заведенийĕсенче бюджет вырăнĕсем çителĕклех-и тесе кăсăкланчĕ те - Владимир Иванов вĕсен шутне шкул пĕтерекенсен йышĕпе шайлаштарса палăртни çинчен каларĕ.
Ларăва вĕçленĕ май премьер-министр халĕ пăхса тухнă ыйтусене республика Правительстви малашне те куçран вĕçертмессине аса илтерчĕ, документсенче, çав шутрах «çул-йĕр карттисенче» те, палăртнă кăтартусене пурнăçламалла терĕ.
Ирина СЕМЕНОВА