"Çулталăк ансат пулмарĕ..."

22 Кăрлач, 2016

Çак сăмахсене эрнекун ЧР Шалти ĕçсен министерствин коллегийĕн анлă ларăвĕнче трибуна умне тухнисем пĕри те тепри палăртрĕç. Канашлăва ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хутшăнчĕ, унта полицин иртнĕ çулхи ĕç-хĕлне пĕтĕмлетрĕç.

Шалти ĕçсен министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Андрей Тимофеев пĕлтернĕ тăрăх - пĕлтĕр республикăра 15,7 пине яхăн преступление регистрациленĕ, ку виçĕмçулхинчен чылай пысăкрах - 14% патнеллех хушăннă. Йывăр тата уйрăмах йывăр преступленисен, çын сывлăхне йывăр тата вăтам сиен кÿнĕ, хĕрарăмсене мăшкăлланă, транспорт хатĕрĕсене вăрланă тĕслĕхсен, экономикăпа çыхăннă преступленисен шучĕ чакнă.

Преступленисене уçса парас тĕлĕшпе мĕнлерех ĕçленипе Андрей Владимирович кăмăллă. Ку енĕпе Чăваш Ен полицийĕ Раççейре - 19-мĕш, Атăлçи округĕнче - 3-мĕш вырăнсенче. Пĕлтĕр республика полицийĕн йышне татах чакарнă - 7%, 397 çын.

Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахне полицие тав тунинчен пуçларĕ. Вăл та калать: "2015 çул çăмăл пулмарĕ, анчах 2016 çул тата кăткăсрах пулĕ. Дума, Патшалăх Канашĕн депутачĕсене суйламалла. Ютран хăшĕсен элчисем те килĕç - лару-тăрăва пăтратма тăрăшĕç". Анчах Михаил Васильевич иккĕленмест: "Республикăри лару-тăру тăнăçлăхне пурпĕр упраса хăварăпăр".

Н.ДМИТРИЕВ.

Теги: 
Автор: