Сывлăх

13 Çу, 2020

"Хӗрӳ линие" шӑнкӑравлакансене пулӑшусӑр хӑвармаҫҫӗ

Паянхи лару-тӑрура 65 ҫултан аслӑраххисене, коронавирус чирӗнчен сыхланас тӗлӗшпе, килтен тухма чарнӑ. Ҫавна май Шупашкарти комплекс центрӗнче вӗсем валли "хӗрӳ лини" ӗҫлет.

Унта аслӑ ӑру ҫыннисем коронавирус ҫинчен, килте пурӑннӑ вӑхӑтра мӗнле йӗркене пӑхӑнмаллине, инфекци паллисем тупӑнсан мӗн тумаллине пӗлӗҫ. Ҫавӑн пекех "хӗрӳ лини" телефонӗпе шӑнкӑравласа кирлӗ тавар е эмел пирки ыйтма та пулать.

8 Çу, 2020

Пурнăçпа вилĕм хушшинче хушшинче

Маршруткăра ларса пыратăп. Çынсем тĕнчипе алхасакан чир çинчен калаçаççĕ. «Тĕрĕссипе, çук вĕт унашкал чир. Ăна тухтăрсем хăйсене ĕç укçи ÿстерсе паччăр тесе шухăшласа тупнă», — илтĕнчĕ тăрук. «Республикăра чирлекенсен йышĕ ÿссех пынă вăхăтра çакнашкал тăрлавсăр пулма та май пур-им-ха? Çирĕп йĕркене пăхăнма мĕнле ÿкĕте кĕртмелле çакнкашкал лару-тăрура?» — шухăшласа канăçа вуçех çухатрăм. Çав хушăрах хама, ĕçтешĕмсене ĕçре мĕнлерех йывăрлăхсемкĕтнине куç умне кăлартăм. Хÿтĕлев тумне кăна — ураран пуçласа пуç тÿпи таран — кунне 10-20 хут хывса тăхăнмалла.

30 Ака, 2020

«Коронавирус пек каварлă инфекци курман»

Пурнăçра чи хакли — сывлăх. Чирлĕ çын тухтăртан пулăшу ыйтать. Пациентăн сывлăхĕ унăн аллинче. Тухтăр палăртнă сиплев ура çине тăма, чире çĕнтерме май парать.

28 Ака, 2020

Чăваш Енри васкавлӑ пулӑшу чи лайӑххисен йышĕнче

Паян ЧР Пуҫлӑхĕн тивĕҫĕсене пурнӑҫлакан Олег Николаев васкавлӑ медицина пулӑшӑвĕн службинче ĕҫлекенсемпе онлайн-тĕлпулу ирттерчĕ. Чӑваш Ен ҫыннисен тата хӑйĕн ячĕпе вӑл медицина ĕҫченĕсене професси уявĕ ячĕпе саламларĕ.

27 Ака, 2020

Медиксене укçан хавхалантарĕç

COVID-19 вируспа чирленĕ пациентсемпе ĕçлекен медиксене укçан хавхалантарасси пирки Раççей Президенчĕ каланăччĕ ĕнтĕ.

Шупашкарти васкавлă медпулашу больницинче тăрăшакан 26 çын та пуш уйăхĕнче ĕçленĕшĕн кĕçех хушма тÿлеве илĕ. ЧР Сывлăх сыхлавĕн сайтĕнче пĕлтернĕ тăрăх, кун валли 262,6 пин тенкĕ шутласа панă.

Pages