Медиксене укçан хавхалантарĕç
COVID-19 вируспа чирленĕ пациентсемпе ĕçлекен медиксене укçан хавхалантарасси пирки Раççей Президенчĕ каланăччĕ ĕнтĕ.
Шупашкарти васкавлă медпулашу больницинче тăрăшакан 26 çын та пуш уйăхĕнче ĕçленĕшĕн кĕçех хушма тÿлеве илĕ. ЧР Сывлăх сыхлавĕн сайтĕнче пĕлтернĕ тăрăх, кун валли 262,6 пин тенкĕ шутласа панă.
Федераци тата республика бюджетĕсенчен пурĕ 136,3 млн тенкĕ уйăрĕç. 48 млн тенке чирлисене медпулăшу паракансене, хăрушлăх ушкăнне кĕрекенсене тÿлемешкĕн тăкаклĕç. 78,8 млн тенке коронавируспа чирлисене сыватакансене хавхалантарма уйăрнă. Ака уйăхĕнче ĕçленĕшĕн çу уйăхĕнче тÿлĕç.
Алина Изман хатĕрленĕ. My-kanash.ru сайтран илнĕ сăн ÿкерчĕк.