Пурнăçпа вилĕм хушшинче хушшинче
Маршруткăра ларса пыратăп. Çынсем тĕнчипе алхасакан чир çинчен калаçаççĕ. «Тĕрĕссипе, çук вĕт унашкал чир. Ăна тухтăрсем хăйсене ĕç укçи ÿстерсе паччăр тесе шухăшласа тупнă», — илтĕнчĕ тăрук. «Республикăра чирлекенсен йышĕ ÿссех пынă вăхăтра çакнашкал тăрлавсăр пулма та май пур-им-ха? Çирĕп йĕркене пăхăнма мĕнле ÿкĕте кĕртмелле çакнкашкал лару-тăрура?» — шухăшласа канăçа вуçех çухатрăм. Çав хушăрах хама, ĕçтешĕмсене ĕçре мĕнлерех йывăрлăхсемкĕтнине куç умне кăлартăм. Хÿтĕлев тумне кăна — ураран пуçласа пуç тÿпи таран — кунне 10-20 хут хывса тăхăнмалла. Шÿтлемелли самант мар та, чылайăшĕ хăçан «йĕркеллĕ пациентсене» — вар витти ернисене, шăнса пăсăлнисене — йышăнма пуçлăпăр тесе тÿррĕнех калать, — Республикăри медицина васкавлă пулăшăвĕн больницин инфекци уйрăмĕн ертÿçипе Сергей ЕФИМОВПА коронавирус хăрушлăхĕ çинчен калаçу çапла пуçланчĕ.
Коронавирус питĕ хаяр чир пулнине халăха Сывлăх сыхлавĕн министерстви анчах мар, пур тытăм та пĕлтерсе тăрать. Апла пулин те «кумана пырса тивместех» тесе çăмăлттайла шухăшлакан сахал мар.
— Çĕрпÿ хулинчен 40 çулти хĕрарăма илсе килчĕç. Васкавлă пулăшу машининчи виçĕ баллон кислород больницăна киличчен сывлаттарма аран çиткеленĕ. Сиплеве вăхăтра пуçланипе, чăнах та, Яковлева сывалма пултарчĕ. Амăшĕ те, пÿре чирĕпе аптраканскер, тухтăрсен тимлĕхне тата шăпи телейлине кура амака çĕнтерчĕ. Ашшĕ тест витĕр тухса ĕлкĕреймен — кăшт маларах вилнĕ. Ахăртнех, халĕ сарăлакан хаяр чире пулах. Чăн та, малтанах респираторлă чир пекех аталанать вăл: ÿт температури темĕнле пысăках мар, ÿслĕк пуçланать. 6-7 куна çитсен вара вирус ÿпкене ярса илет те сывлайми тăвать. Сăмса кĕçĕтсен ăна сăтăркаласа илмешкĕн алла çĕклеме те вăй-хал çук. Çакăн пек самант çитрĕ тĕк çын телейĕ икĕ енлĕ, — палăртрĕ Сергей Витальевич, республикăри сывлăх сыхлав ведомствин инфекци чирĕсен енĕпе штатра тăман тĕп специалисчĕ.
Хальхи вăхăтра асăннă уйрăмра коронавирус ернĕ 82 çынна сиплеççĕ. Паллах, вĕсен сывлăхĕшĕн тăрăшса тухтăрсемпе ытти медперсонал хăйсенчен килнине йăлтах пурнăçлĕç. Анчах чи кирли — çынсем хăйсем те чир сарăлнă вăхăтра йĕркене май пур таран çирĕп пăхăнни. Çакă — ПИРĔН сывлăхшăн.
www.hypar.ru