Комментари хушас

13 Çу, 2020

"Хӗрӳ линие" шӑнкӑравлакансене пулӑшусӑр хӑвармаҫҫӗ

Паянхи лару-тӑрура 65 ҫултан аслӑраххисене, коронавирус чирӗнчен сыхланас тӗлӗшпе, килтен тухма чарнӑ. Ҫавна май Шупашкарти комплекс центрӗнче вӗсем валли "хӗрӳ лини" ӗҫлет.

Унта аслӑ ӑру ҫыннисем коронавирус ҫинчен, килте пурӑннӑ вӑхӑтра мӗнле йӗркене пӑхӑнмаллине, инфекци паллисем тупӑнсан мӗн тумаллине пӗлӗҫ. Ҫавӑн пекех "хӗрӳ лини" телефонӗпе шӑнкӑравласа кирлӗ тавар е эмел пирки ыйтма та пулать.

Асӑрханӑ тӑрӑх, ветерансене ытларах ҫӑкӑр-булка, сӗт юр-варӗ кирлӗ. Медикамент, медицина маски ыйтакансем, волонтерсене чӗнекенсем т.ыт.те пур.

"Хӗрӳ лини" ӗҫлеме пуҫланӑранпа центрта 278 шӑнкӑрав йышӑннӑ, вӗсенчен 193-шӗ - психолог консультацийӗпе, 69-ӑшӗ - ҫимелли кирлипе, 16-ӑшӗ - эмел ыйтассипе.

Республикӑри ҫӗнӗ вӗренӳ технологийӗсен центрӗн "хӗрӳ линине" волонтерсен пулӑшӑвне ыйтса 158 ыйту ҫитнӗ. Шӑнкӑравлакансенчен пӗрне те тимлӗхсӗр хӑвармаҫҫӗ.

Комплекс центрӗн "хӗрӳ лини" телефонӗ: 51-27-80.

www.hypar.ru

Рубрика: