Сывлăх

25 Авăн, 2014

ВĂЙ ПĔТЕТ, ӲТ-ПӲ ТĂРТАНАТЬ

Гломерулонефрит - пӳрен инфекци-аллерги чирĕ. Вăл вăй пĕтнипе, пит, ӳт-пӳ, урасем тăртаннипе палăрать. Шăкра белок, юн тупаççĕ. Юн пусăмĕ ӳсет, чĕре сикет, куç япăхрах курма пуçлать. Çак чиртен сипленнĕ чухне халăх медицинин меслечĕсемпе те усă курма сĕнеççĕ.

Юн курăнсан

*Шыçнă пӳрене çирĕплетме пĕр пуç сухана духовкăра пĕçерсе хуппине тастмалла та ирхине выç хырăмла çимелле. Курс - пĕр эрне.

24 Авăн, 2014

Сывă пулас килсен - сасăла!

Республикăра пурăнакансен сывлăхне сыхлас тата çирĕплетес ыйтусемпе граждансене анкетăна хутшăнма йыхравлаççĕ.

Михаил Игнатьев хăйĕн указĕпе Правительствăна "Чăваш Республикин сывлăх профильне" хатĕрлесе çирĕплетме хушнă. Çакнашкал темăпа ятарлă программа кашни муниципалитетăн пуçармаллине палăртнă.

Çавнашкал профиль çине таянса кашни муниципалитет "Сывлăха аталантармалли план" çирĕплетме тивĕç. Унта медицина айккинчи, çын сывлăхне сиенлĕ витĕм кÿрекен факторсене чакармалли мероприятисене çирĕплетмелле.

18 Авăн, 2014

"Сывлăх", 37 /802/ №, 18. 09. 2014

о Улмуççин çулçи те сиплĕ.
о Укол е тÿме эмел?
о Ревматизмран - хупах терапийĕ.
о Барбарис чĕрене çирĕплетет.
о Хăмла: типпи, чĕрри.
о Сырлан сĕткенĕ хатĕрлеме вăхăт.
о Пан улми уксусне тĕттĕмре упраççĕ.

Pages