Сывлăх

19 Юпа, 2014

Больницăсемпе халăха социаллă пулăшу паракан центрсенче учрежденисен генераторĕсем ĕçлеççĕ

Юпа уйăхĕн 19-мĕшĕнчи ир тĕлне республикăри сывлăх сыхлавĕн организацийĕсемпе халăха социаллă пулăшу паракан учреждение чрезвычайлă синкерлĕхе шута илмен: хăш-пĕр районти учрежденине ăшă тата электроэнерги парса тăма чарăнсан резерври генераторсене ĕçлеттерме тытăннă. Вĕсем юсавсем вĕçленичченех ĕçлĕç.

Сывлăх сыхлавĕнчи учрежденисемпе халăха социаллă пулăшу паракан центрсенчи лару-тăру тăнăçлă, ăна çирĕп тĕрĕслесе тăраççĕ, мĕн кирлипе тивĕçтереççĕ. Учрежденисем яланхи пекех йĕркеллĕ ĕçлеççĕ.

17 Юпа, 2014

Кавăн сĕткенĕ

Хамăра яланах лайăх туяс тесен тăтăшах витамин апачĕ çимелле. Анчах улма-çырлапа пахча çимĕçĕ сахал чухне кĕркуннепе хĕлле йывăрлăхран мĕнле тухмалла-ха? Кун пек чухне сывлăхĕ пирки пăшăрханакансене кавăн сĕткенĕ пулăшĕ. Мĕнрен усăллă-ха вăл?

Унта В, С, Р, РР, Е, К ушкăнри витаминсем, кали, магни, кальци, пăхăр, кобальт, цинк, йод пур.

Кавăн сĕткенĕ хырăмлăхпа пыршăлăх, чĕре ĕçне лайăхлатать, чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсенчен пулăшать, шыççа ирттерме пулăшнипе тата температурăна чакарнипе паллă, çавăнпах шăнса пăсăлсан тата грипп чухне усă кураççĕ унпа.

16 Юпа, 2014

"Сывлăх", 41 /806/ №, 16. 10. 2014

о Пуç мимишĕн япăх йăласем.
о Сапаланчăк склерозран - лимон, ыхра, пыл.
о Чага çăвĕ хатĕрлетпĕр.
о Ылтăн хунавран - паха маç.
о Çÿллĕ анăс курăкĕпе явăнакан шур курăк.
о Чĕрне ÿте тăрăнать...
16 Юпа, 2014

ЯВĂНАКАН ШУР КУРĂК

Явăнакан шур курăка /переступень белый/ чылайăшĕ пĕлмест пулĕ. Вăл çырмасенче, юхан шывсем хĕрринче, тĕмсем хушшинче, пăхса тăман садсенче ӳсет. Наркăмăшлă пулин те сиплевре унăн пĕтĕм пайĕпе усă кураççĕ.

Pages