Ял хуçалăхĕ

15 Нарăс, 2014

Штраф пысăкланать

Нарăсăн 15-мĕшĕнчен, паянтан, ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрпе чылай вăхăт усă курманшăн административлă яваплăха ÿстересси çинчен калакан федераци саккунĕ вăя кĕрет. Çĕр лаптăкĕ уйăрассипе, унпа усă курассипе, ăна харпăрлăха илессипе çыхăннă ыйтусем Раççей халăхĕшĕн яланах пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнă. Ахальтен мар ĕнтĕ юлашки çулсенче вĕсене тĕрлĕ шайра сÿтсе яваççĕ. Шел те, нумай вырăнта ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр пушă выртать, удобрени хывманран пулăхне çухатать.

14 Нарăс, 2014

Анонс «Кил-çурт, хушма хуçалăх»

Шупашкарти Тĕп пасарти хаксем Айлăмри пахча Миçе çул упранаççĕ? Нÿхреп çинчен ан манăр Калча вали тăпра Хутăш удобренисене мĕнле хывмалла? Вулакансен ыйтăвĕсене хуравлатпăр Лайăх тухăç савăнтартăр Сирĕн урай мĕнрен? Ÿсен-тăран ячĕсен словарĕ Йăлтах купăстаран Çитес эрнери çанталăк

14 Нарăс, 2014

Картише кĕрсен мĕн сас лайăх?

Паллах, выльăх-чĕрлĕх сасси. Ĕне тытсан, сысна усрасан, хур-кăвакалпа чăх-чĕп ĕрчетсен сĕтел те яланах тулли, ытлашшине сутса укçа-тенкĕ те тума пулать. Ĕне усраканăн тути çуллă тесе ахальтен каламан ĕнтĕ ватăсем.

Район центрĕнчен чи аякра вырнаçнă ялсенчен пĕринче _ çирĕм киллĕ Канаш паççулккинче _ Шăмăршă ялĕнчи чухлĕ выльăх-чĕрлĕх усраççĕ тенине ĕненетĕр-и? Хам та малтанах шанасшăн марччĕ, анчах кайса курсан, чăваш каланă пек "тытса пăхсан" чăн сăмахăн суйи çуккине куçпа пăхса ĕнентĕм.

14 Нарăс, 2014

Айлăмри пахча

Айлăмри пахчан та хăйĕн уйрăмлăхĕсем пур, унта нÿрĕк ытларах, çутă сахалрах, çавна май ÿсен-тăран тымарĕсем патне сывлăш сахал лекет. Вĕсем çĕреççĕ, ÿсен-тăран начар ÿсет, тĕрлĕ чирпе чирлет.

Çак çитменлĕхсене пĕтерес тесен,

- дренажсем тумалла е лаптăк йĕри-тавра канавсем чавмалла*

- пахча çимĕçсене çÿллĕ йăрнсем çинче, йывăç-тĕме тăпра хушса хатĕрленĕ ятарлă тĕмескесем çинче ÿстермелле. Енчен те çĕр айĕнчи шыв çулĕсем1 метртан та çывăхрах вырнаçнă тăк çÿллĕ вулăллă йывăçсем ÿстерме май килмест. Ун пек чух вăл вырăнта тĕмсем çитĕнтерсен усăллăрах*

13 Нарăс, 2014

Çĕр пушă - пулмĕ усă

Агропромышленноç ыйтăвĕсемпе, апат-çимĕç рынокĕн лару-тăрăвне тишкерес, унта пулса иртекен улшăнусене çийĕнчех хак парас тĕлĕшпе ĕçлекен правительство комиссийĕн тата ЧР Ял хуçалăх министерствин коллегийĕн пĕрлехи анлă ларăвĕнче çур аки ирттерессипе çыхăннă ыйтăва тĕплĕн сÿтсе яврĕç. Унта кашни район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн, апат-çимĕç хатĕрлекен, тирпейлекен предприятисен ертÿçисем хутшăнчĕç. Министр çумĕ Эдуард Александров доклад турĕ. Çĕр ĕçченĕсен умĕнче кăçал мĕнле тĕллевсем тăраççĕ-ха? Акакан-лартакан ÿсен-тăран лаптăкĕ пĕлтĕрхипе пекех юлĕ-ши?

Pages