Республикăри çамрăк геологсен «Terra incognita» общество организацийĕ хĕр-упраçпа яш-кĕрĕме геологи палăкĕсемпе, Чăваш Ен историйĕпе паллаштарма, тавралăха хÿтĕлемешкĕн лайăхрах явăçтарма тĕллев лартнă.
«Чăваш хĕрарăмĕ» хаçат пуçарăвĕпе республикăри Хĕрарăмсен канашĕ, Ашшĕсен канашĕ пĕрле ирттерекен «Нумай ачаллă ашшĕ» конкурса хутшăнма тивĕç арçын шыраса Хĕрлĕ Чутай районне шăнкăравларăмăр.
Вăрçă шавĕ тахçанах лăпланнă, çапах унăн суранĕсем паян та тарăн-ха. Етĕрне хулинче пурăнакан Иустина Петровна Рыбакова 94 çулта пулин те çав çулсене хальхи пекех ас тăвать. Тылра ырми-канми тăрăшнă ветеран Ленинград блокадине те тÿссе ирттернĕ.
Теччĕ районĕнчи Çармăс ял вулавăшĕнчен ватти-вĕтти кунĕпех татăлманнинчен тĕлĕнмелли çук. Ял çыннин пушă вăхăта усăллă та интереслĕ ирттерес килет-çке.
- Пирĕн ял хĕрарăмĕсем ĕç çук тесе килте лармаççĕ, - ку тăрăхри лару-тăрупа паллаштарать Лидия Караева библиотекарь. Çакăнта пурăнакансем темиçе çухрăмри Пăва хулинчи предприятисене вырнаçнă. Анчах çамрăк амăшĕсемпе çыхăннă çивĕч ыйту татăлман-ха. Ялта садик çукран тĕпренчĕкĕсене ниçта хăвараймаççĕ вĕсем.
Виçĕ уйăх каялла кăна-ха республикăри мĕн пур категорири хуçалăхра 202,9 пин сысна юлнă тесе çыртăмăр. Паянхи цифра тата пĕчĕкрех – 167 пин. Ял хуçалăх министерстви çулталăкра 36 пин пуç (18 процент) чакнине палăртать. Вăл шутран ял хуçалăх организацийĕсенче 11800 пуç катăлнă, ял халăхĕн – 21 пин, фермер хуçалăхĕсен – 3 пин. Иртнĕ çул туса илнĕ мĕн пур аш-какайăн 30 проценчĕ – сысна тÿпи. Юлашки виçĕ çулта сысна ашĕ туса илесси 7,7 процент чакнă.