Комментари хушас

8 Нарăс, 2014

Чăтнă, тÿснĕ, парăнман

Вăрçă шавĕ тахçанах лăпланнă, çапах унăн суранĕсем паян та тарăн-ха. Етĕрне хулинче пурăнакан Иустина Петровна Рыбакова 94 çулта пулин те çав çулсене хальхи пекех ас тăвать. Тылра ырми-канми тăрăшнă ветеран Ленинград блокадине те тÿссе ирттернĕ.

Ăс-тăнĕ енчен аптăрасах кайманскер мĕн курнине чиперех каласа парать. Тăхăр теçетке урлă каçнă пулин те çăм та арлать, ĕлĕкхи чăваш юррисене те юрлать. Палтайра хресчен çемйинче çуралнă Иустина Петровна. Ачалăхĕ çăмăл пулман. Тăван амăшĕ хĕрĕ 2 çул тултарсанах çĕре кĕнĕ. Ашшĕ тепре авланнă. Пĕчĕк хĕр тăван мар амăшĕпе çитĕннĕ. Паллах, хура-шур пайтах курнă. Ялти шкулта 4 класс пĕтерсен тантăшĕсемпе колхозра вăй хунă. Ÿссе çитсен вĕсене Мурманск хулине вербовкăпа 6 уйăхлăха стройкăна янă. Ачаран йывăр ĕçе хăнăхнăскерсем кирпĕч, витрепе бетон пайтах йăтнă. Финн вăрçине те курнă. Киле таврăнма пуçтарăнсан вĕсене Ленинград облаçне илсе кайнă. Унта çара тивĕçлĕ çын тесе çар билечĕ панă.

Хаяр вăрçă пуçлансан тăшман танкĕсене тытса чарма ятарлă сооруженисем тунă çĕрте ĕçленĕ. «Кунне 250 грамм таран çăкăр паратчĕç», - аса илет ветеран. Пурăнмашкăн ятарлă бараксенче вырăн уйăрнă. 1941 çулхи юпа уйăхĕн вĕçĕнче каялла чакакан салтаксемпе пĕрле Ленинград хулине çити çуран утнă. Нимĕçсем хулана хупăрласа илнĕ. Блокадăрисене пĕртте çăмăл пулман. Мĕнле чăтнă-ши? Каçсерен сиренăсен сасси чуна пăлхатнă.

Чăваш хĕрĕсене Ленинград хулинчи вилесене лашапа пуçтарттарнă. Шăннăскерсене çуна çине хунă та каярахпа пысăк шăтăка тултарнă. Ах, ытла та йывăр пулнă-çке! Куççульне шăла-шăла, чунне хытарса пурнăçланă вĕсем çак ĕçе. Вилнисен хушшинче çар çыннисем, ача-пăча, хĕрарăмсемпе ватăсем те пулнă-çке. Çакна аса илсен паян та çÿçенсе илет Иустина Петровна. «Эпир курнине урăх никам та ан куртăрччĕ», - тет ветеран хурланса.

Выçăллă-тутăллă пурăннăран, çи-пуçĕ çÿхерен çамрăк хĕрĕн ура пÿрнисене тăм илнĕ, вĕсем шыçса кайнă. Командирсем ăна госпитале ăсатасшăн, анчах хĕр хăйне Чăваш çĕрне яма ыйтать. Унăн кăмăлне тивĕçтереççĕ. Тăван Палтай ялне çитсен хĕр больницăна кайман, халăх медицинипе сипленнĕ. Вăхăт иртсен чиперех çÿрекен пулнă, ыттисемпе танах колхозра тăрăшнă.

Вăрçă чарăнсан хĕре каллех Ленинград çывăхĕнчи стройкăсене кайма сĕннĕ, анчах вăл хирĕçленĕ. Шăпах çак вăхăтра ялти çамрăк каччăсене вăрман касма янă. Вĕсенчен пĕри йывăç айне пулнă та аманса яла таврăннă. Шел, вăхăт иртсен те вăл çирĕп, тĕреклĕ çын пулайман. Иустина унпа пĕрлешнĕ. Мăшăрĕ çемьере асли пулнă, ун хыççăн - тата тепĕр виçĕ ача. Хунямăшĕ кÿршĕ хĕрарăмĕпе хирĕçсе кайнă май тĕрмене лекет. Хуняшшĕ вăрçă хирĕнчен таврăнайман. Çамрăк хĕрарăм виçĕ тăлăха та хăйĕн хÿттине илет. Мăшăрĕ инвалид пулнăран час-часах чăркăшнă, арăмĕ çине алă хума та именмен. Çапах хĕрарăм кил ăшшине упрама тăрăшнă, 6 ачине те тĕрĕс-тĕкел ÿстерме мехел çитернĕ. Каярах 20 çул ытла фермăра ĕçленĕ. Ачисем юратнă амăшне чĕререн тав тăваççĕ. Блокадăра пулнă ветеранăн кăкăр тулли медаль, вĕсем иртнине манма памаççĕ. Çак хĕрарăм темĕн те тÿснине, анчах çынлăха çухатманнине çирĕплетеççĕ.

Халĕ вăл хĕрĕн Елизавета Федоровнăн çемйипе Етĕрне хулинчи хăтлă хваттерте пурăнать.


Юлия Мареева

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.