Аваллăха тĕпчетпĕр
Республикăри çамрăк геологсен «Terra incognita» общество организацийĕ хĕр-упраçпа яш-кĕрĕме геологи палăкĕсемпе, Чăваш Ен историйĕпе паллаштарма, тавралăха хÿтĕлемешкĕн лайăхрах явăçтарма тĕллев лартнă.
Пĕлтĕр чылай районта çул çÿрев йĕркелерĕмĕр. Вăл 12 куна тăсăлчĕ. Унта 150 студентпа шкул ачи хутшăнчĕ. Республикăри геологи палăкĕсем ăслăлăхшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çĕр айĕнчи ту-сăрт хыттиллĕ сий тухса тăракан, авалхи ÿсен-тăранпа чĕр чун юлашки чулланса упранса юлнă, çĕр хуппин тытăмĕ аван палăракан вырăн темиçе те. Шыв-шур пайтах, çут çанталăк тĕлĕнтермĕшĕ те пур. Вĕсене тĕпчесе Çĕр чăмăрĕ нумай миллион çул хушшинче еплерех йĕркеленнине пĕлетĕн.
Çав чаваланмăшсен йышĕнче - Тăвай районĕнчи хупăнчăк «хуранăн», Елчĕк районĕнчи Шăмалак çĕрĕ-шывĕн тата Çара сăрт карьерĕн çурçĕр-хĕвел анăç хысакĕн, Шупашкар районĕнчи Паçпак ялĕ çумĕнчен иртекен Йăршу юхан шывĕн геологи уççисем. Вĕсем Çĕр чăмăрĕн хытă сийĕсем, çĕр тĕпĕн тытăмĕ мĕнле хывăннине, тинĕссемпе тип çĕр епле пулса кайнине уçăмлатма пулăшаççĕ. Çĕр чăмăрĕн, тĕнче уçлăхĕн, планетăсен пĕр-пĕрин хушшинчи нумай миллион çула тăсăлнă çыхăнăвне çирĕплетеççĕ. Палăксене юхăнтарни - тавăрусăр çухату. Аваллăх катрамĕсем республикăн çĕрне-шывне илемлетеççĕ, экотытăма пуянлатаççĕ.
Çĕр чăмăрĕн сийĕсен палеозой, мезозой тата иртнĕ 2,6 миллион çулĕн тапхăрĕсене, вĕсенчен юлнă чĕр чун юлашкисене, геологие, геоморфологие тишкерме 3 экспедици ирттертĕмĕр. Чăваш тата Мордва республикисенчи 60 студентпа шкул ачине илсе кайрăмăр. Тĕпчеве пĕтĕмлетсе ăслăлăх ĕçĕсем çыртăмăр. Пĕрремĕш экспедици Муркаш, Шупашкар, Сĕнтĕрвăрри, Çĕрпÿ районĕсенче иртрĕ. Мăн Çавал, Вăта Энĕш, Вăта, Кĕтне, Пăла, Хырла юхан шывĕсемпе тата вĕсен юпписемпе кăсăклантăмăр. Пин-пин çул каяллахи лаша, мамонт, пăлан, шăртлă носорог, йĕмпĕлчĕк /моллюск/ хуранне тупрăмăр. Çĕр чăмăрĕн çĕнĕ эрин /кайнозой/ 3-мĕш тапхăрне кĕрекен геологи уççине хак патăмăр. Лашасен темиçе ăратне тĕпчесе пĕлтĕмĕр.
Улатăр районĕнчи Чашлама юхан шывĕн тăрăхĕнче каярахри пурă эпохин апту тапхăрĕнче хывăнса юлнă сийсем уçăлаççĕ. Вĕсем - тарăн айлăмра. Пăрачкав районĕнче юра саманинчи тинĕсрен юлнă палăрăма тишкертĕмĕр. Каярахри пурă эпохинчи гипслă, пиритлă /чуллă/ тăм кунта тинĕс тарăн пулнине çирĕплетет. Вăта келловей, оксфорд, кимеридж ĕмĕрĕсенчи чул чăмакĕсене тупса илсе килтĕмĕр.
Сăр юхан шывĕн çыранĕнче тепĕр проект пурнăçланчĕ. Чул, бронза /пăхăрпа тăхлан хутăшĕ/ саманинче, пирĕн эрăри вăтам ĕмĕрсенче пурăннă çынсен вырăнĕсене тупрăмăр. Археологи шыравĕнче Чăваш Енре, ун тулашĕнче пĕлÿ пухакан 120 студентпа шкул ачи вăй хучĕ. Вĕсене нумай япалана, çав шутра археолог ĕçне хăнăхтартăмăр. Утюж юхан шывĕн çыранĕнче, «Утюж-1» лаптăкра мезолит, неолит, энеолит тапхăрĕсенчен пуçласа XIV ĕмĕрччен пурăннă çынсенчен юлнă культура паллине тĕпчерĕмĕр.
Неолит саманин пуçламăшĕ çĕнĕ япаласемпе тĕлĕнтерчĕ. Сăмахран, елшан культурине кĕрекен керамика самай тупăнчĕ. Регионта хуçалăха тытса пымалли ĕç меслечĕсем шăпах унпа çыхăннă. Вăта Атăл тăрăхĕнчи тăм чÿлмеклĕ культурăсенчен вăл - чи çамрăкки. XIV ĕмĕртен паянхи куна çитиччен упраннă япаласенчен тăм урайне, тарăн кăмакаллăскерне, кăмăшран /береста/ ăсталанă савăт-сапана асăнмалла.
ЧР Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерстви кăçал экологи культурине халăх хушшинче сарас тĕлĕшпе пурнăçламалли проектсен конкурсне ирттерчĕ. Унта эпир те хутшăнтăмăр. Комисси çамрăк геологсен тĕллевне ырларĕ. Хăйсен ĕçне малалла тăсма республика хыснинчен укçа илекен организацисен йышне кĕтĕмĕр.
Александр БЕРЕЗИН,
«Terra incognita» общество ертÿçи