Картише кĕрсен мĕн сас лайăх?

14 Нарăс, 2014

Паллах, выльăх-чĕрлĕх сасси. Ĕне тытсан, сысна усрасан, хур-кăвакалпа чăх-чĕп ĕрчетсен сĕтел те яланах тулли, ытлашшине сутса укçа-тенкĕ те тума пулать. Ĕне усраканăн тути çуллă тесе ахальтен каламан ĕнтĕ ватăсем.

Район центрĕнчен чи аякра вырнаçнă ялсенчен пĕринче _ çирĕм киллĕ Канаш паççулккинче _ Шăмăршă ялĕнчи чухлĕ выльăх-чĕрлĕх усраççĕ тенине ĕненетĕр-и? Хам та малтанах шанасшăн марччĕ, анчах кайса курсан, чăваш каланă пек "тытса пăхсан" чăн сăмахăн суйи çуккине куçпа пăхса ĕнентĕм.

Канашра килĕрен икĕ е виçĕ ĕне усрани _ тĕлĕнмелле япала мар. Акă Владимирпа Надежда Макаровсем çак выльăха тăватă чун таран тытаççĕ. Ĕнесемсĕр пуçне темиçе пуç сысна та усраççĕ, çăва тухсан кăвакал чĕпписем туянса çитĕнтереççĕ, чăхсен шучĕ те икĕ теçеткерен иртет.

_ Макаровсем _ чăн-чăн хресченсем, _ чунтан ырларĕ çак ĕçчен çемьене паççулккара пурăнакан тăванăм В.Викторов. _ Гусеницăллă тата кустăрмаллă тракторĕсем пĕрре те ахаль тăмаççĕ, хамăр паççулккăра пурăнакансене çеç мар, кӳршĕ ялсене те пулăшаççĕ. Вĕсен кăкарса ĕçлемелли техника та çителĕклĕ, Володя ял хуçалăх машинисене хăех юсаса тăрать.

Макаровсем ял демографине лайăхлатма та хастар хутшăнаççĕ _ çулталăк çурă каялла кăна-ха çемьене "пĕчĕк кайăксем" _ ытарма çук чипер йĕкĕреш хĕр ачасем килнĕ. Автомашина туянни те çемье тулăх та тату пурнăçпа пурăннине çирĕплетет.

Макаровсемсĕр пуçне те пĕчĕк ялта хастар çынсем сахал мар. Акă В.Емельянов, П.Егоров, Р.Викторова тата ыттисем выльăх-чĕрлĕх йышлă усраççĕ. Ман тăванăм Владимир Иванович Викторов та _ икĕ ĕне хуçи. Ытлашши сĕте предпринимателе сутаççĕ, çак майпа уйăхне 3-4 пин тенкĕ укçа тăваççĕ.

Выльăх апачĕ пирки пăшăрханмалли çук: çу кунĕсенче алла çава тытсан ытлă-çитлĕ утă хатĕрлеме пулать. Хирте уйăрса панă çĕр пайĕсенче пĕр çул ӳсекен курăк тата выльăх кăшманĕ çитĕнтереççĕ.

Ӳркенмен çынсене чун-чĕререн мухтас килет. Канаш паççулкки çĕнелсе-илемленсе пыни, ачасем çурални ял малашлăхĕ пуррине çирĕплетет.

Шел те, районти кашни ял пиркиех хăпартланса калама çук. Пушă выртакан, çум курăкĕ ашкăрса ӳсекен пахчасене куратăн та, чĕре ыратать. Ваттисем каланă тăрăх – вăрçă кĕрленĕ çулсенче те çĕре акмасăр хăварман вĕт-ха, вăйсăр лашапа е вăкăрпа сухаласах çĕр ĕçне тунă. Мĕн пулчĕ сана, ял-йышăм? Унччен ирсерен виçĕ-тăватă кĕтӳ хăвалакан ялта халĕ пĕр кĕтӳлĕх те ĕне выльăх пуçтарăнмасть. Сĕт хакĕ чылай ӳссен те ĕне усракансен йышĕ нумайланчĕ теме çук.

Хамăр вара, района пысăк пуçлăх килсен, "ĕç çук, укçа тума май çук" тесе мĕскĕнленетпĕр. Хамăршăн хамăр тăрăшмасан пире кам ырлăх-пурлăх туса парĕ? Патшалăх хыснин ахаль те çĕр те пĕр шăтăк, хăшне малтан сапламаллине те пĕлме çук.

Картише кĕрсен мĕн сас лайăх? Шел, нумай килте кушак çуйхашнисĕр пуçне урăх ним сасă та илтейместĕн. Е эрех-сăмакун ĕçсе сĕрĕмленнĕ кил хуçи хутлă-хутлă намăс сăмахпа ахăрашни хăлхана пырса кĕрет. "Ĕç çук та – ĕçетĕп", _ тӳрре кăларасшăн вăл хăй мĕншĕн черкке енне туртăннине....

Ял хуçалăхне аталантарасси пирĕн экономика политикин тĕп çул-йĕрĕсенчен пĕри шутланать. Чăваш Республики ĕçе пуçăнакан фермерсене тата çемье фермисене пулăшу парас енĕпе йышăннă программăсене пурнăçлама хастаррăн хутшăнни пĕчĕк калăпăшлă хуçалăхсене аталантарма хавхалантармалли хушма сăлтав пулса тăчĕ.

Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен килти хушма хуçалăхсенчен хресчен (фермер) хуçалăхĕсем йĕркелес ĕçре пур енĕпе те пулăшса пырасчĕ.

Иван САЛАНДАЕВ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.