Ял хуçалăхĕ

8 Ака, 2014

Пулăшу хресчене тĕревлет

Çĕр ĕçченĕ тĕрлĕ тĕллевпе çулленех субсиди илет. 2013 çулта республикăна аграрие вăл 2 млрд та 450 млн тенкĕлĕх çитнĕ. 2012 çулхинчен 16% ытларах.

- Патшалăх пулăшăвĕн пĕлтерĕшĕ пысăк. Ăна пулах Чăваш Енри мĕн пур тытăмри ял хуçалăх организацийĕсен 72 проценчĕ пĕлтĕр тупăшлă ĕçленĕ, пĕтĕмпе 800 млн тенкĕлĕх услам илнĕ, - терĕ журналистсене брифингра ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов.

Патшалăх пулăшăвĕ кăçал 1,7 млрд тенкĕпе танлашать. Пĕлтĕрхинчен самаях пĕчĕк, апла пулин те малтан палăртнă лимитран 4% нумайрах.

8 Ака, 2014

«Чăваш хĕрĕсем ĕçчен те маттур»

1957 çулхи çурла уйăхĕн 1-мĕшĕнче эпир, Çĕрпÿри библиотека техникумĕнче вĕренекен 30 хĕр, комсомол путевкипе Казахстана çерем уçма каймашкăн хатĕрлентĕмĕр. 18-19 çулсенчи ушкăна хамăр районти Галина Максимова, Клара Мюресова, Раиса Пермякова лекрĕç.

8 Ака, 2014

Çĕнĕлĕхсем кам валли?

Куславкка районĕнчи Ырашпулăха епле манăн-ха? Иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш, 70-мĕш çулĕсенче унта кайсах тăнă. Тăвансем çут тĕнчерен уйрăлнăранпа çÿремен. Нумай çул иртнĕ пулин те пĕлтĕр юпа уйăхĕнче ялта пулма тÿр килчĕ. Вăл унчченхи сăнне пачах çухатнă.

Пилĕк урамĕ те чиперччĕ. Халĕ тăваттăшĕ сайраланнă, Çирĕклĕ текенни çеç çĕнĕ çуртсемпе пуянланнă. Вăрманкаспа Салтак картишĕ ятлисем пĕтнĕпе пĕрех.

7 Ака, 2014

Пулăхлă çĕре сиенленĕшĕн

Çĕре сиен кÿнĕшĕн хуракан штрафсен виçи ÿснĕ. Ку тĕлĕшпе йĕркене пăснине юлашки вăхăтра тăтăшах курма пулать. Çĕрĕн пулăхлă сийне тăпрапа хуплса, бетон е асфальт сарса, йывăç хатĕрлесе, йывăр тиевлĕ транспортпа çÿресе, каяшпа вараласа юрăхсăра кăлараççĕ. Строительство ĕçĕсем пынă чухне те сиенлеççĕ.

7 Ака, 2014

Хыпар, 61-62 /26467-26468/ № , 5.04.14

 Сывлăх сыхлавĕ. Васкавлă пулăшу шанчăклă пултăр

 Правительствăра. Шыв пахалăхĕ ÿсет

 Канашлу. Уявра парад та пулĕ

 Экономика. Кăтартусем лайăхланнă

 Патшалăх пулăшăвĕ. Кил-çурт çавăрма - çĕр лаптăкĕ

 Юбилей. Чăваш Ене савнă

Сочи- 2014. Дмитрий Лисов - пирĕн ентешĕн мăнукĕ

 

Pages