«Чăваш хĕрĕсем ĕçчен те маттур»
1957 çулхи çурла уйăхĕн 1-мĕшĕнче эпир, Çĕрпÿри библиотека техникумĕнче вĕренекен 30 хĕр, комсомол путевкипе Казахстана çерем уçма каймашкăн хатĕрлентĕмĕр. 18-19 çулсенчи ушкăна хамăр районти Галина Максимова, Клара Мюресова, Раиса Пермякова лекрĕç. Пире Канашран Чăваш патшалăх педагогика институчĕн студенчĕсемпе пĕрле ăсатрĕç.
Эпир пурте хаваслă, кăмăл çĕкленÿллĕ, романтика илĕртет. Каччăсем купăс калаççĕ, эпир юрлатпăр. Çул çинче икĕ хутчен - Хусанта тата Свердловскра - тутлă апат çитерчĕç.
Çурçĕр Казахстан облаçĕнчи Мамлютка станцие çитсен пире пĕр-пĕринчен уйăрчĕç. Эпир Пресновски районĕнчи «Буденновский» совхоза лекрĕмĕр. Малтанхи çул Украина хĕрĕсем япăх ĕçленĕрен пире кăмăлсăр кĕтсе илчĕç, анчах уншăнах кулянмарăмăр. Вăл кун мунча хутса, апат янтăласа хунăччĕ.
Тепĕр куннех икĕ сменăпа ĕçлеме тытăнтăмăр. Кăнтăрла - уйра, çапса тĕшĕленĕ хыççăн пуçтарăнакан улăма комбайн çинчен тăкса пыратпăр. Каçхине - тырă сăвăрса типĕтнĕ çĕрте.
Икĕ уйăх ĕçлесе хамăрăн сатурлăхпа тĕлĕнтертĕмĕр. Парти тата комсомол секретарĕсем пирĕн пата районтан час-часах пыратчĕç. «Вырăнти çынсем, çамрăксем кÿрентермеççĕ-и?» - тесе ыйтатчĕç.
Ялта тĕрлĕ халăх çынни - казак, чечен, нимĕç, поляк - пĕр пĕринпе килĕштерсе те туслă пурăнатчĕ. Пире никам та, нихăçан та кÿрентермен. Чăваш хĕрĕсем илемлĕ, хастар тетчĕç.
Киле таврăнас умĕн совхоз директорĕ пирĕнтен темиçе хут та каçару ыйтрĕ. «Эпĕ сире лайăх ĕçлеме пултарĕç тесе шанман, ĕненмен, - терĕ. - Йăнăш шухăшланă. Чăваш хĕрĕсем чăнласах ĕçчен те маттур». Кашнинех Хисеп хучĕпе чысларĕ. Эпир те парăмра юлмарăмăр: клуб валли радиоприемник туянса парнелерĕмĕр. Киле, Тăвай районĕнчи Кивĕ Пуянкассине, пуян таврăнтăм.
Раиса Пермякова аннепе пĕр ятлă повара пулăшатчĕ. Ксенипе иккĕшĕ апат питĕ техĕмлĕ хатĕрлетчĕç. Унти пек шурă çăкăра эпĕ кунта çинине ас тумастăп. Ытла та тутлă, кăпăшкаччĕ-çке.
Тыр-пул йÿнĕччĕ, ăна выльăха та çитернĕ. Улăм е утă темĕн чухлехчĕ. Кашни уйрăм хуçалăх мăйракаллă шултра выльăх 2 е 3 пуç тытнă. Халăх пуянччĕ. Вăрман çукран çуртсене улăмпа хутăш тунă хĕртмен кирпĕчрен - саманран - тăватчĕç, пÿрте улăмпа хутса ăшăтатчĕç. Халĕ пурнăç унта та улшăннă пулĕ.
Комментари хушас