Пулăшу хресчене тĕревлет

Çĕр ĕçченĕ тĕрлĕ тĕллевпе çулленех субсиди илет. 2013 çулта республикăна аграрие вăл 2 млрд та 450 млн тенкĕлĕх çитнĕ. 2012 çулхинчен 16% ытларах.

- Патшалăх пулăшăвĕн пĕлтерĕшĕ пысăк. Ăна пулах Чăваш Енри мĕн пур тытăмри ял хуçалăх организацийĕсен 72 проценчĕ пĕлтĕр тупăшлă ĕçленĕ, пĕтĕмпе 800 млн тенкĕлĕх услам илнĕ, - терĕ журналистсене брифингра ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов.

Патшалăх пулăшăвĕ кăçал 1,7 млрд тенкĕпе танлашать. Пĕлтĕрхинчен самаях пĕчĕк, апла пулин те малтан палăртнă лимитран 4% нумайрах.

- Субсиди ял хуçалăх пĕрлешĕвĕсене куçма тытăннă ĕнтĕ: нарăсра - республика, пуш уйăхĕнче федераци бюджечĕсенчен. Паянхи куна 411,1 млн тенкĕ çитнĕ, - терĕ Сергей Павлов. - Федераци хыснинчен - 288 млн тенкĕ, республикăн - 123,1. Кăтарту пĕлтĕрхи çак вăхăтринчен 2,1 хут пысăкрах.

Нухрата тĕллевлĕн уйăрнă: кредит проценчĕсене тÿлеме, ăратлă выльăх, пахча çимĕç вăрлăхне туянма, тăпра пулăхне ÿстерме тата ытти те.

Харпăр хăй хуçалăхне аталантаракан 100 пин ытла çемье кредит илнĕ. Процентне тÿлеме вăхăтра пулăшайман пирки патшалăх вĕсен умĕнче парăмлă. Кăçал федераци бюджетĕнчен ял çыннисене кредит процентне тÿлемешкĕн тата ытти тĕллевпе те 540 млн тенкĕ уйăрнă. Хальлĕхе 253,3 млн тенке хресчен патне çитнĕ /208 млн тенкĕ - федерацирен, ытти - республика хыснинчен/.

Ял хуçалăх таварĕ туса илекенсене выльăх-чĕрлĕхпе уй-хир ĕçĕсене аталантарма кĕске вăхăтлăха илнĕ, çавăн пекех инвестици кредичĕсен проценчĕсене кăçал саплаштарма 300 млн тенкĕ çитмест. «Ку енĕпе федераци бюджетĕнчен укçа илес тĕллевпе эпир малалла ĕçлетпĕр», - шантарчĕ Сергей Павлов. Кашни тенкĕпе еплерех тухăçлă усă курнине каларĕ. Республикăри аграрисем 2013 çулта патшалăх пулăшакан кашни 1 тенкĕ пуçне 14 тенкĕлĕх продукци туса илнĕ. Çав вăхăтрах Киров облаçĕнче - 7, Мордва Республикинче - 9, Пушкăртстанра - 11 тенкĕлĕх. Апла пулсан пирĕн хресченсем нухратăн кашни пусне шутласа усă кураççĕ. Малашнехи тĕллев - кăтартăва пысăклатасси.

Валентин ГРИГОРЬЕВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.