Ял хуçалăхĕ

9 Ака, 2014

Сÿрелеме тухнă

Республикăри чылай хуçалăхра çурхи ĕçсем пыраççĕ. Акционерсен "Батырев­ский" пĕрлешĕвĕнче кĕрхисене 1055 гектар çинче, нумай çул ÿсекен курăксене 300 гектар çинче апатлантарнă. Тутлăхлă выльăх апачĕ хатĕрлеме май паракан курăк пуссине сÿрелеме тухнă.

Çĕр улми лартма хатĕрленсе ăна 1920 тонна яровизациленĕ. Тепĕр 1080 тоннине кăчкăлантарма хунă.

9 Ака, 2014

Пĕр урипе акара, тепринпе вырмара

"Çурхи акана ирттерсе ярăпăр-ха. Пĕр-икĕ эрнене чăтма пулать. Акса ÿстернине пухса илесси пуçа хыçтарать", – тетчĕ ертÿçĕре ĕçлекен пĕлĕшĕм. Тĕрĕсех каланăн туйăнать, анчах кашни ĕççи – яваплă, шанчăка тÿрре кăлармалли тапхăр. Кăçалхи çур акире кама ытларах шанма пулать тесен Сĕнтĕрвăрри районĕнче вăрах шухăшламаççĕ. Ăнăçлă ĕçлекен, паха тыр-пул туса илекен ху­çалăх кунта йышлă мар.

9 Ака, 2014

Çур аки вăй илет

ЧР Ял хуçалăх министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх - çурхи ĕçсем вăй илсех пыраççĕ. Республикăн кăнтăр районĕсенче - Патăрьел районĕнчи «Батыревский», «Красное Знамя», «Малалла», «Первомайск», «Труд» хуçалăхсенче нумай çул çитĕнекен курăк лаптăкĕсенче нÿрĕк тытаççĕ.

8 Ака, 2014

Ĕмĕчĕсем çутă та пысăк

Елчĕкри Валериан Иноходов предприниматель хăйĕн ĕçне пуçарнăранпа вăхăт нумаях иртмен-ха, çапах ăна районти тата кÿршĕллĕ Патăрьел, Каçал тăрăхĕсенчи çынсем - килĕсенче кайăк-кĕшĕк тытакансем - аван пĕлеççĕ.

8 Ака, 2014

Пулăшу хресчене тĕревлет

Çĕр ĕçченĕ тĕрлĕ тĕллевпе çулленех субсиди илет. 2013 çулта республикăна аграрие вăл 2 млрд та 450 млн тенкĕлĕх çитнĕ. 2012 çулхинчен 16% ытларах.

- Патшалăх пулăшăвĕн пĕлтерĕшĕ пысăк. Ăна пулах Чăваш Енри мĕн пур тытăмри ял хуçалăх организацийĕсен 72 проценчĕ пĕлтĕр тупăшлă ĕçленĕ, пĕтĕмпе 800 млн тенкĕлĕх услам илнĕ, - терĕ журналистсене брифингра ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов.

Патшалăх пулăшăвĕ кăçал 1,7 млрд тенкĕпе танлашать. Пĕлтĕрхинчен самаях пĕчĕк, апла пулин те малтан палăртнă лимитран 4% нумайрах.

Pages