Ял хуçалăхĕ

4 Ака, 2014

“Чунпа мар, ĕçпе хитрине арăм тăвăп”

Елчĕк районĕнчи Аслă Елчĕкре пурăнакан Черновсем пултаруллă ачасем çитĕнтернĕ. Икĕ ывăлĕ кăçал ЧР Пуçлăхĕн стипендине илсе тăрать. Вĕсенчен пĕринпе çывăхрах паллашрăмăр.

Малалла вулас...

4 Ака, 2014

Нĕркеç Геройне нимĕçсем чĕрĕллех çунтарнă

Статьясен ярăмне малалла тăсма Комсомольски районĕнчи Нĕркеç ялне çитсе килтĕм. Унта Совет Союзĕн Геройĕ Георгий Чернов çуралнă.

4 Ака, 2014

Ял илемне пăсаççĕ

Ĕлĕкрех, эпир ача чух, чăваш ялĕсенче хуçасăр килсем пулманпа пĕрех. Нумай ачаллă çемьесенче пурăнакансем кĕçĕн шăллĕне тĕп киле хăварса уйрăлса тухса çĕнĕрен хуçалăх çавăрнă. Тĕпрен илсен, тăван ялтах. Хуçалăх çавăрма вырăн илме хальхи пек йывăр пулман. Ял хуçалăхĕнче кашнине валлиех ĕçĕ тупăнсах пынă. Ан ÿркен кăна.

4 Ака, 2014

Ыхра типет

Ыхрана çивĕтлесе хунă суханпа юнашар упратăп. Суханĕ чиперех тăрать-ха, анчах ыхра типсе пырать. Мĕн тумалла-ши?

Лайăххисене суйласа кĕленчене тултармалла, капрон хупăпа хупса сивĕтмĕше (холодильника) лартмалла. Типме пуçланисене те урăх кĕленчене тултарса çавăнтах лартăр. Çулла унпа настойка туса ÿсен-тăрана сиенлĕ хурт-кăпшанкăран хÿтĕлеме пултаратăр.

Pages