Потребителе

Малашне ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр çинче фермерсем хăйсем валли пурăнмалли çурт лартма пултараççĕ. Кун пирки РФ Патшалăх Думи саккун проектне пĕрремĕш вулавпа йышăннă.

Валентина ПЕТРОВА хатĕрленĕ.

Иртнĕ çулсенче Шупашкарти çурт-йĕрĕн пысăк пайне хутса ăшăтма вĕри шыв энергине «Коммуналлă технологисем» общество парса тăнă. Паян çак тивĕçе муниципалитетăн «Теплосеть» предприятийĕ пурнăçлать. Çавна май коммуналлă пулăшушăн тÿлекен укçа виçине улăштармĕç-ши?

Чÿкĕн 20-мĕшне Раççейре Ачасене право пулăшăвĕ памалли кун тесе палăртнă. Çавна май Раççей Федерацийĕн кашни субъектĕнчех ачасен прависене хÿтĕлес ыйтупа тÿлевсĕр канашламалли вырăнсем ĕçлĕç.

Шупашкарта услам ĕçĕпе пурăнакан Наталья Скворцовăран «Хыпар» Издательство çуртне çурла уйăхĕн пуçламăшĕнчех çыру килнĕччĕ. Массăллă информаци хатĕрĕсен ыйтăвне тÿре-шара яланах хăвăрт хуравлаканччĕ. Хальхинче вăраха тăсăлса кайрĕ. Эпир васкатнине кура яваплă специалист канать тесе ăнлантарчĕç.
Пирĕн хаçатран пулăшу ыйтакан çыру авторне çĕр ыйтăвĕ хумхантарать. Тĕрĕсрех, хăйĕн лаптăкĕ патне çитме май çукки.

Pages

Subscribe to Потребителе