Шăнкăравласа, телевизор курса кĕсье çÿхелет-и?

12 Пуш, 2021

Кашни çемье тенĕ пекех малашнехи ĕçсем валли мĕн чухлĕ укçа кирлĕ пулассине палăртать. Пĕри — машина, тепри хваттер туянасшăн, виççĕмĕшĕ ачисене вĕрентсе кăларасшăн. Укçа пухма тытăниччен ĕçлесе илнĕ тупăш ăçта кайнине тишкермелле. Чи малтанах, çемье куллен лавкка-пасарта миçе тенкĕ пĕтернине, тăкак мĕншĕн ӳснине, çакă çемье бюджетне епле витĕм кӳнине пĕлмелле.

Сăмахран, хальхи ăру мобильлĕ çыхăнушăн тӳлесе самай тăкакланать. Паян хамăрăн пурнăçа мобильлĕ çыхăнусăр, телевиденисĕр, онлайн кинотеатрсăр, интернет-лавккасемсĕр тата инçет мелпе çыхăнса илмелли сервиссăр курмастпăр та темелле. Коронавирус эпидемийĕн тапхăрĕнче ав çыхăну мелĕсем тата кирлĕрех пулчĕç: чылайăшĕ дистанци майĕпе ĕçлерĕ-вĕренчĕ, кинотеатра сахалрах çӳрерĕ…

Раççей Банкĕн Атăл-Вятка управленийĕн Чăваш Енри уйрăмĕн специалисчĕсем çынсем килти телефоншăн, интернетшăн, мобильлĕ çыхăнушăн, радиошăн тата телекуравшăн уйăхсерен тӳленĕ май курнă тăкаксем мĕнле улшăннине тишкерчĕç, сăлтавĕсене ăнлантарчĕç. Кăçалхи кăрлач уйăхĕнче, сăмахран, асăннă пулăшусен хакĕ вăтамран 1531 тенкĕпе танлашнă — Чăваш Енре пурăнакансемшĕн Атăлçи тăрăхĕнче чи пĕчĕккисенчен пĕри пулса тăнă, мĕншĕн тесен Мордва Республикипе Ульяновск облаçĕнче пурăнакансем çеç сахал¬рах тӳленĕ: 1528 тата 1517 тенкĕ. Раççейре ку пулăшусен уйăхри хакĕ – 1804 тенкĕ.

Чылай çемьере çыхăну тăкакĕсем мĕнле йĕркеленни¬не, вĕсен хакĕ улшăнни бюджета еплерех витĕм кӳнине лайăхрах ăнланас тесе икĕ ача амăшĕн Иринăн шухăшĕпе паллашар: «Пирĕншĕн çыхăну пулăшăвĕсем — çемье бюджечĕн тăкакĕсен пĕлтерĕшлĕ пайĕ. Укçана мĕн туса пĕтернине ятарлă приложенире палăртса пыратăп, унччен хут çине çыраттăм. Çемьере кашнин шухăшĕ пĕлтерĕшлĕ. Коронавируса пула вăя кĕртнĕ чарусен вăхăтĕнче асатте радио итлерĕ — унăн юратнă ра¬диостанцийĕ кунĕн-çĕрĕн янăратчĕ. Çав вăхăтрах радиошăн çулталăк каяллахи пекех тӳлетпĕр. Асанне республика тулашĕнчи тăвансем патне сахалрах кайса çӳрерĕ, анчах ытларах шăнкăравларĕ: Барнаула, Питĕре… Билет туянмасăр перекетлерĕмĕр пулин те телефон çыхăнăвĕшĕн ытларах тӳлеме тытăнтăмăр».

Çапла, республикăра пурăнакансем радиошăн кăçалхи кăрлачра, юлашки çулталăк çурăри пекех, 110 тенкĕ тӳленĕ. Палăртмалла: пĕлтĕрхи кăрлач уйăхĕнчен пуçласа Чăваш Ен радио тарифĕсен йӳнĕлĕхĕпе Раççейре 5-мĕш вырăн йышăнать. Стационар телефон çыхăнăвĕн хакĕ те пĕлтĕрхи шайрах, мĕншĕн тесен тарифсен çулленхи индексацийĕ пулман. Çапла майпа 601-1200 км таран каякан шăнкăравсен хакĕ çулталăк каяллахи пекех — минутшăн 4,42 тенкĕ, тата инçерех вырнаçнă хуласене шăнкăравлама — минутшăн 5,34 тенкĕ. Килти телефонран лимитсăр шăнкăравлама май паракан тарифсем те çавнашкалах. 2019 çулхи çĕртме уйăхĕнченпех унăн виçи Атăлçи тăрăхĕнчи ытти регионти пекех пĕрешкел — 453 тенкĕ.

«Упăшка ĕçрен таврăнсан телевизор çутать. Уншăн ытларах тӳлеме тытăнтăмăр-ха. Пандеми вăхăтĕнче килĕшекен онлайн кинотеатра çырăннипе тăкаксем ӳсрĕç», — каласа кăтартрĕ пирĕн Ирина. Экспертсем палăртнă тăрăх, телекуравшăн ытларах тӳлеме тытăнни тенкĕ вăйсăрланнине пула сеть операторĕсен тăкакĕсем ӳснипе çыхăннă. Антеннăшăн кăрлач уйăхĕнче, пĕлтĕрхипе танлаштарсан, 1,1% хаклăрах тӳлеме тивнĕ. Çапла майпа телекуравшăн вăтамран уйăхне 194,5 тенкĕ кăларса хума лекнĕ. Онлайн видеосервиссемшĕн тӳленине вара Росстат кăçалтан çеç сăнама тытăннă. Чăваш Енре вăл уйăхне вăтамран 319,5 тенкĕпе танлашнă.

«Килтех вăй хума тытăнсан ĕç ыйтăвĕсене татса пама карас телефонĕпе час-часах шăнкăравларăм — паллах, укçа ытларах расхутланчĕ», — ăнлантарчĕ Ирина. Чăнах та, инçет мелпе ĕçлеме куçнăранпа тата операторсен тăкакĕсем ӳснине пула карас çыхăнăвĕшĕн çынсем вăтамран 1,6% ытларах, е 320,14 тенкĕ нумайрах, тӳлеме тытăннă.

Халăх халĕ килти интернетпа ытларах усă курать пулсан та унăн хакĕ пĕлтĕрхи пекех — кăрлач уйăхĕнче 453,2 тенкĕ пулнă. «Хĕрĕм интернетран таварсем саккас парать. Çавна май халĕ ку енĕпе кăшт перекетлетпĕр — интернетри япаласем лавккаринчен йӳнĕрех. Анчах почта тăкакĕшĕн ытларах тӳлеме тытăнтăмăр. Унсăр пуçне Хабаровскри тăвансемпе халĕ те çыру çӳрететпĕр», — ăнлантарчĕ Ирина. Çулталăк пуçланнăранпа Раççей почти çĕршывра 1-2 килограмлă посылка çӳретнĕшĕн тарифсене 322,3 тенкĕ таран пысăклатрĕ — пĕлтĕрхинчен 3,2% хаклăрах. Çыру ямашкăн Атăлçи тăрăхĕнчи пур регионта та пĕрешкел тариф çирĕплетнĕ: 1 çырушăн — 24 тенкĕ. Ку пĕлтĕрхинчен 4,4%, е 1 тенкĕ, хаклăрах.

Наци Банкĕн специалисчĕсен тĕпчевĕ çӳлерех асăннă пулăшусен пĕтĕмĕшле хакĕ çулталăкра 0,9% ӳсни¬не палăртнă. Ку кăтарту — Атăлçи тăрăхĕнче чи пĕчĕкки, Раççейри вăтам кăтартуран та чылай /3,8%/ сахалрах.

www.hypar.ru

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.