Потребителе

Раççей телекуравпа радио хыпарлав сечĕн (РТРС) филиалĕ «Чăваш Республикин РТПЦĕ» цифрăллă эфир телекуравĕн иккĕмĕш мультиплексĕн передатчикĕсене хута яма тытăннă. Чÿк уйăхĕн 21-мĕшĕнче Улатăр, Патăрьел, Пăрачкав, Шăмăршă районĕсенче иккĕмĕш мультиплексăн трансляцийĕ сăнав мелĕпе пуçланнă.

Чăваш Енре граждансене пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма ятран пулăшас тĕллевпе 2008 çулта Чăваш Республикин коммерци майĕпе усă куракан Патшалăх çурт- йĕр фондне йĕркеленĕ. Çапла майпа 2008 çулхи декабрь уйăхĕнчен пуçласа 2014 çулхи декабрь уйăхĕ тĕлне пĕтĕмĕшле лаптăк 106,3 пин тăваткал метрпа танлашакан 1988 хваттер 23 обьект хута янă. Патшалăх çурт-йĕр фончĕн обČекчĕсем Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Çĕмĕрле хулисенче тата Çĕрпÿ районĕнчи Сăнав поселокĕнче вырнаçнă.

Юпа уйăхĕшĕн коммуналлă пулăшу ĕçĕсемшĕн квитанци илтĕм. Унта çĕнĕ йĕрке кĕртнĕ — «ТКО турттарса тухни». Мĕн вăл, манăн уншăн ма тÿлемелле? Тÿлев хăпарĕ-и?

Л.ИВАНОВ, Шупашкар хули.

Pages

Subscribe to Потребителе