Вĕрентÿ

22 Нарăс, 2014

Карьерăпа сыв пуллашса ачашăн пурăнма хатĕр-и?

Ачана тивĕçлĕ воспитани парăттăмччĕ, хам та кирлĕ шайра илмен... Çакăн пек каланине кашни утăмрах илтĕн-и? Темĕн, иккĕлентерет. Нумайăшне хăй йăлтах тĕрĕс тунă пек, пĕтĕмпех пĕлнĕ пек туйăнать. Шел, туйăнать кăна çав. Çыннăн пурнăç тăршшĕпех аталанмалла, ашшĕ-амăшĕ пулма вара - вĕренмелле. Тепĕр тесен, паян ку енĕпе литература çителĕклех. Вулама-аталанма ан ÿркен кăна. Халĕ вара ку енĕпе Чăваш Енри ашшĕ-амăшне çăмăлрах пулассăн туйăнать.

22 Нарăс, 2014

Çамрăк педагогсем шкултан мĕншĕн шикленеççĕ?

Республикăра вĕсене хатĕрлекен ятарлă аслă шкул пур. Унта квалификаци тĕлĕшĕнчен туллин тивĕçтерекен преподавательсем ĕçлеççĕ. Апла пулин те юлашки курса çитнĕ студентсенчен хăйсен малашнехи çул-йĕрне шкулпа çыхăнтарас шухăшлисем сахал. Сăлтавĕсем тĕрлĕрен: кама учителĕн ĕç укçи тивĕçтермест, хăшĕ-пĕри паянхи шкул ачисене «алла илеймесрен» хăрать, виççĕмĕшĕ...

21 Нарăс, 2014

Ял ачи вырăсланать

«Тăван чĕлхесĕр чăн-чăн пĕлÿ çук», - тенĕ чăваш халăхне çутта кăларнă Иван Яковлев. Унăн сăмахĕсемпе килĕшмесĕр тăраймăн, анчах паянхи самана саламачĕ урăхла çаптарать. Ял ачисем вырăсланни, амăшĕн сĕчĕпе куçнă чĕлхерен вăтанни, чăвашла вулама, çырма манса пыни, шел те, пурнăç чăнлăхĕ пулса тăчĕ.

21 Нарăс, 2014

Кĕреке сĕтелĕ - юмах тĕнчи

«Çыннăн вăрăм пурнăçĕ чи малтанах çирĕп сывлăхран килет. Паллах, йăх çыхăнăвне те, сывă пурнăç йĕркине епле пăхăннине те, апатлану культурине те шута илмелле. Çакна ача сачĕсенчен, шкулсенчен пуçламалла, студент вăхăтĕнче те пăрахăçламалла мар. Эпир ĕçчен халăхпа, ял хуçалăх продукцийĕпе пуян.

19 Нарăс, 2014

Савнă ялăм вунă çултан...

Çĕрпÿ районĕнчи Сăнав шкулĕнче ачасене чăваш чĕлхипе литература вĕрентекен, РФ пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ Татьяна Петрова сăвă-калав хайлама кăмăллакансемпе уроксем хыççăн «Çамрăк çыравçă», «Радиокорреспондент» кружоксенче занятисем ирттерет.

Pages