Вĕрентÿ

24 Кăрлач, 2014

Экзамен умĕн билет ыйтăвне тĕлĕкре курнă

Кăрлачăн 25-мĕшĕ - Раççейри студентсен кунĕ. Университет-институтра, колледж-техникумра вĕренекенсем паян-ыран тĕрлĕ уяв-мероприятие хутшăнаççĕ. Чылайăшĕн ку тĕле сесси те вĕçленет. Апла савăнмалли тепĕр сăлтав хушăнать. Татьянăсен вара пĕр харăс миçе уяв-ши? Ара, вĕсем кăрлачăн 25-мĕшĕнче хăйсен кунне те паллă тăваççĕ-çке. Сессирен сессиччен ши! шăхăрса пурăнсан та экзамен вăхăтĕнче студентăн куç хупман каç тăтăшах пулать. Пирĕн республикăри аслă шкулсенче ăс пухакансен хушшинче шĕкĕр “пиллĕкпе” вĕренекенсем те пур.

17 Кăрлач, 2014

“Математика олимпиадинче каччă сахал”

«Вĕренÿ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн çитĕнÿ тунă çамрăксене çуллен 60 е 30 пин тенкĕпе танлашакан премипе хавхалантараççĕ. Çак йышра Чăваш Ен çамрăкĕсем те пур. Пĕлтĕр кунашкал чыса 44-ăн тивĕçнĕ, кăçал 46-ăн. Лауреатсен йышне пĕлтĕр кĕнисенчен чылайăшĕ Шупашкарта пурăнать, 8-шĕ çĕр-шывăн тĕрлĕ регионĕнче аслă пĕлÿ илет.

Элĕк районĕнчи Кĕçĕн Тăван ялĕнче çуралса ÿснĕ Марта Вавилова преми илесси пирки пачах шухăшламан. Раççей шайĕнчи олимпиадăра мала тухнăшăн 30 пин тенке тивĕçнĕ çамрăкпа кăнтăр апачĕ вăхăтĕнче тĕл пултăмăр.

15 Кăрлач, 2014

Чунне кура - илемĕ

– Мĕнле иртеççĕ сирĕн шкулта технологи урокĕсем?

– Урок тăршшĕпех çыратпăр. Хĕл ларчĕ те хушăран юр тасатма тухатпăр.

– Эпир вара юлташпа иксĕмĕр иртнĕ эрнере темиçе ярăмлă чечек лартмалли эрешлĕ хатĕр туса пĕтертĕмĕр. Пирĕн ĕç конкурса каясса пĕлтерчĕ учитель...

10 Кăрлач, 2014

«Тăван тăрăх историне кашнин пĕлмелле»

Истори наукисен докторĕ Лев Ефимов профессор - 200 ытла статья, 240 яхăн ăслăлăх ĕçĕн авторĕ. Çак шутран уйрăмах курăмли - икĕ томпа тухнă Элĕк районĕн энциклопедийĕ. Вăл Раççей конкурсĕнче 87 регион хушшинче пĕрремĕш вырăн йышăннă.

31 Раштав, 2013

Тивĕçлĕ вырăн тупаççех

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ раштав уйăхĕн 28-мĕшĕнче Шупашкарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан ятарлă /коррекци/ интернат шкулĕнче пулнă. Асăннă вĕренÿ заведенийĕнче суккăр тата япăх куракан 183 ача вĕренет.

Унăн ертÿçи Олег Якимов хăнасене хевтесĕрсене пурнăçа хăнăхтарас, обществăра тивĕçлĕ вырăн тупма пулăшас тĕллевпе туса ирттерекен ĕçсемпе паллаштарнă.

Pages