«Тăван тăрăх историне кашнин пĕлмелле»
Истори наукисен докторĕ Лев Ефимов профессор - 200 ытла статья, 240 яхăн ăслăлăх ĕçĕн авторĕ. Çак шутран уйрăмах курăмли - икĕ томпа тухнă Элĕк районĕн энциклопедийĕ. Вăл Раççей конкурсĕнче 87 регион хушшинче пĕрремĕш вырăн йышăннă.
Лев Архиповичăн ĕç биографийĕ Элĕк районĕнчи Чăваш Сурăмĕнче пуçланнă. Çак ялти шкулта вăл 25 çул ачасене пĕлÿ, воспитани панă. Çав хушăрах истори тата обществознани вĕрентекенĕсен районти пĕрлешĕвне, туризм тата тавра пĕлÿ кружокне ертсе пынă. Чăваш Сурăмĕнче, Элĕкре халăх музейĕсене йĕркелеме хутшăннă. 2000 çулта Л.Ефимова И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУна куçарнă. Хальхи вăхăтра вăл тăван çĕр-шыв тата регион историйĕн кафедрин профессорĕ. Раççей историйĕн, историографи, тавра пĕлÿ занятийĕсене пысăк шайра ирттерет, студентсене тĕпчев ĕçĕсене явăçтарать. Тарăн шухăшлă, вырăнлă ăслăлăх ĕçĕсем, шкул ачисем, студентсем валли вĕренÿ кĕнекисем хатĕрлет. Унăн тĕпчевĕсем республика тулашĕнче те ырă ят çĕнсе илнĕ.
Лев Архипович кадрсем хатĕрлессипе те нумай ĕçлет. Юлашки 15 çулта вăл пĕр пине яхăн историпе право вĕрентекенĕсене хатĕрлес ĕçе тÿрремĕн хутшăннă, 50 студентăн ăслăлăх ертÿçи пулнă, ун патĕнче 4 аспирант кандидат диссертацине хÿтĕленĕ.
Лев Архипович Элĕк районĕн общество пурнăçне те хастар хутшăнать. Вăл районăн гербне, ялавне, гимнне хатĕрлеме пулăшнă. Элĕк сали 300 çул тултарнине, ытти ялăн юбилейне халалланă мероприятисене ирттерессине те вăлах пуçарнă. Истори палăкĕсене, чăваш йăли-йĕркине, наци культурине упрас енĕпе Л.Ефимов нумай ĕçлет. Республикăри чылай шкулта ачасем тăван ен историне тата культурине унăн пособийĕсем тăрăх вĕренеççĕ.
Тĕнче, Раççей, республика шайĕнчи ăслăлăх практика конференциĕсене хастар хутшăнать. Паллă пулăмсене халалласа хăй те çакăн йышши мероприятисем йĕркелет. А.Золотов çуралнăранпа - 110, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе - 65, СССР арканнăранпа - 20, Мăн Этмен пăлхавĕ пулнăранпа 100 çул çитнĕ тĕле ирттернĕ конференцисен пĕлтерĕшĕ пысăк. Уйрăмах сумли - Романовсем патшана ларнăранпа 400 çул çитнине халалласа йĕркеленĕ конференци. Мероприятие 17 регионтан хутшăннă. Конференцие пĕтĕмлетсе ăслăлăх доклачĕсен пуххине кăларнă, унта 70 ытла ĕç кĕнĕ.
Л.Ефимовăн ăслăлăхри, педагогикăри, обществăри ĕç-хĕлĕ нумай енлĕ тата тухăçлă. Çапах та унăн пурнăçĕнче тĕп вырăн йышăнаканни - тăван ен историйĕ, культури. Вăл республикăра истори пĕлĕвне сарас енĕпе нумай ĕçлет, пичет кăларăмĕсенче, радиопа телекуравра тăван ен культурин ыйтăвĕсене çĕклет. Çавăн пекех вăл Чăваш халăх академийĕн президиумĕн членĕ, ял-хула энциклопедине хатĕрлекен пай пуçлăхĕ. Лев Архипович - Чăваш Енри тавра пĕлÿçĕсен М.П.Петров ячĕллĕ премийĕн лауреачĕ. 2011 çулта Пĕтĕм Раççейри тăван ен литературин конкурсĕнче çĕнтернĕ.
- Лев Архипович, палăртрăмăр ĕнтĕ, историе упраса хăварас енĕпе нумай ĕçлетĕр. Эсир тăрăшнипе кун çути куракан энциклопедисен пĕлтерĕшĕ уйрăмах пысăк. Кашни районăн, хулан пур-и çавăн пек кĕнеке?
- Çак юхăм иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче пуçланчĕ. Чи малтан Муркаш районĕн энциклопедийĕ кун çути курчĕ. Хальлĕхе 21 районтан 11-шĕн пур. Шупашкар, Çĕмĕрле, Çĕрпÿ, Красноармейски районĕсен çывăх вăхăтра пичетленсе тухасса шанас килет. Элĕксен, сăмахран, икĕ томпа тухрĕ. Эпĕ унăн тĕп редакторĕ, авторĕ, пухса хатĕрлекенĕ. Пĕрремĕшĕнче нумай япала валли вырăн çитмерĕ, сиксе юлнă самант чылай пулчĕ. Çавăнпах иккĕмĕшне кăларас терĕмĕр.
- Энциклопедисене 50 томпа кăларас текенсем пурри çинчен пĕлтĕм. Шухăша пурнăçа кĕртме май килĕ-и?
- Мĕнле майпа? Мĕнле укçа-тенкĕпе? Мĕн пур ĕç-хĕл тавра пĕлÿçĕсен хастарлăхĕпе, пуçарăвĕпе, вăйĕпе пулса пырать. Район-хуласен администрацийĕсем пулăшсан, тÿпе хывсан, тен, ĕмĕт-тĕллев, шухăш пурнăçланĕ те.
- Укçи-тенкине те хăвăрăн тупмалла, материалне те хăвăрăнах пухмалла...
- Çапла. Тавра пĕлÿçĕсем шалу ыйтмаççĕ. Унсăрăнах тар кăларса ĕçлеççĕ, архивсенче лараççĕ, тĕпчеççĕ. Тавра пĕлÿлĕх, тĕрĕссипе каласан, патриотлăх çинче тытăнса тăрать. Чи йывăрри, паллах, тивĕçлĕ коллектив пухасси. Элĕк энциклопедине хатĕрлеме, тĕпрен илсен, çемье нумай пулăшрĕ. Манăн виçĕ ача та педагог, ăслăлăх кандидачĕсем. Мăшăрăм - филолог.
- Республикăра тавра пĕлÿçĕсем йышлă-и?
- Кашни районтах пур. Вĕсене Чăваш Енри тавра пĕлÿçĕсен союзĕ пĕрлештерсе тăрать. Кашни районăн, хулан, ялăн энциклопедийĕ пулсан, кашни çемье хăйĕн йăх тымарне пĕлсен аван паллах.
- Эсир Романовсен йăхĕпе кăсăкланнине пĕлетĕп...
- Вĕсем чăваш çĕрĕнче нумай йĕр хăварнă. I Петĕр, Кĕтерне патша, I Павăл тата ыттисем те килсе курнă пирĕн тăрăха. Паллă тепĕр пулăм - Романовсен кукамăшне Чăваш Енре пытарни. Вил тăприне уçассине пуçаракансенчен пĕри - эпĕ. Василий архимандритпа пĕрле туслă ĕçлерĕмĕр. 1913 çулта Микулай патша хушнипе вил тăприне уçнă. Кайран виле юлашкисене пĕчĕк тупăка хурса çавăнтах тепĕр хут пытарнă. Çиелтен чул хурса хытарнă, ятарлă паллă хăварнă.
- Патшан кукамăшех пулнине пĕлнĕ-им ун чухне?
- Паллах. Юман тупăкра пытарнă ăна. Çăм чăлхи, хĕресĕ тата çÿçĕ çĕрмен. Археологсем халĕ чавса кăларнă кĕлетке патшан кукамăшĕ пек туйăнмасть. Шăлĕсем вун сакăр çулти хĕрĕнни евĕр чип-чипер, пачах та ватă çынăнни пек мар. Вĕсем урăхларах апатланнă т.ыт.те. Кĕлеткене экспертизăна янă. Вăл иккĕленÿсене уçăмлатĕ. Тĕрĕссипе, шырав ĕçĕсем вĕçленмен-ха, часавай пулнă вырăнăн тепĕр пайне чавни лару-тăрăва лайăхрах ăнланма пулăшĕ.
- Вил тăприсене хускатма юрамасть теççĕ... Леш тĕнче вăйĕсенчен хăрамастăр-и?
- Тĕрĕссипе, çур Шупашкар çăва çинче ларать. Турă çурчĕсене хупсан вĕсен вырăнне скверсем, парксем тунă, хуралтăсем лартнă. Вил тăприне тапратнă тенĕрен... Историе пĕлмелле-çке, тĕпчемелле.
Валентина БАГАДЕРОВА
калаçнă