“Математика олимпиадинче каччă сахал”
«Вĕренÿ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн çитĕнÿ тунă çамрăксене çуллен 60 е 30 пин тенкĕпе танлашакан премипе хавхалантараççĕ. Çак йышра Чăваш Ен çамрăкĕсем те пур. Пĕлтĕр кунашкал чыса 44-ăн тивĕçнĕ, кăçал 46-ăн. Лауреатсен йышне пĕлтĕр кĕнисенчен чылайăшĕ Шупашкарта пурăнать, 8-шĕ çĕр-шывăн тĕрлĕ регионĕнче аслă пĕлÿ илет.
Элĕк районĕнчи Кĕçĕн Тăван ялĕнче çуралса ÿснĕ Марта Вавилова преми илесси пирки пачах шухăшламан. Раççей шайĕнчи олимпиадăра мала тухнăшăн 30 пин тенке тивĕçнĕ çамрăкпа кăнтăр апачĕ вăхăтĕнче тĕл пултăмăр.
Марта 7-мĕш класчен ялти шкулта вĕреннĕ. Унтан тĕп хулари Г.С.Лебедев ячĕллĕ наци интернат лицейĕн физикăпа математика класĕнче ăс пухнă. 9-мĕш класс пĕтерсен Шупашкарти экономика-технологи колледжне вĕренме кĕнĕ. Бухгалтер экономист специальноçне алла илнĕскер халĕ И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУра куçăн мар майпа вĕренет. Çав вăхăтрах коммерци фирминче ĕçлет.
Марта темиçе шкулта вĕренме тивнĕшĕн ÿкĕнмест, савăнать çеç. Г.С.Лебедев ячĕллĕ наци интернат лицей вĕрентекенĕсене те ырăпа çеç аса илет. Хальхи вăхăтра çак шкулăн алăкĕ хупăннăшăн та чунран кулянать. Унăн тантăшĕсем тепĕр виçĕ çултан пĕр диплом илеççĕ пулсан вăл вара вĕсемпе пĕрлех иккĕмĕшне алла илĕ. Пике колледж хыççăн аслă шкулта вĕренме чылай çăмăлраххине палăртрĕ.
Математика предметне Марта ачаранах юратнă. Урокра вăл учитель хушнă задачăна чи малтан шутланă, тĕрĕслев ĕçĕсене те кĕске вăхăтрах пурнăçланă, çавăнпах пике пулас профессине те çак енĕпех çыхăнтарнă. Колледжра вĕреннĕ чухне вăл хăйĕн тарăн пĕлĕвĕпе палăрнă. Пĕлтĕр Марта професси пĕлĕвĕ паракан вĕренÿ учрежденийĕсенче ăс пухакансен хушшинче республика шайĕнчи «Экономика тата бухгалтер учечĕ» олимпиадăра мала тухнă. Çавна май Чăваш Ен чысне Раççей шайĕнче хÿтĕленĕ. Кун пирки 19 çулти пике каласа пачĕ.
- Олимпиадăн юлашки тапхăрĕ Смоленскра иртрĕ. Унта çĕр-шывăн 30 регионĕнчен 32 çамрăк хутшăнчĕ. Тупăшу виçĕ тапхăртан тăчĕ. Теорипе практикăна пĕлнине çеç мар, профессие мĕнле шайра алла илнине те тĕрĕслерĕç. Пĕрремĕш кунхине тест ыйтăвĕсене хуравларăмăр, задачăсем шутларăмăр. Иккĕмĕшĕнче программăсене пĕлнине кăтартрăмăр. Пушă вăхăтра экскурсисене илсе çÿрерĕç, театрта пултăмăр, боулингла вылярăмăр. Çĕнĕ юлташсемпе паллашрăм. Олимпиадăра 4 каччă çеçчĕ. Çакă мана тĕлĕнтерчĕ. Раççей шайĕнче 3-мĕш вырăна тухма пултарнăшăн чунран хĕпĕртерĕм. Мана вĕрентнĕ педагогсене Вера Васильевăпа Галина Буланкинăна тав тăвас килет. Çитĕнÿ тунинче вĕсен тÿпи пысăк, - сăмах çăмхине сÿтрĕ çамрăк бухгалтер.
Пĕлтĕрхи ака уйăхĕнче Марта Раççей шайĕнчи тепĕр конкурса хутшăннă. Унта 1С программăна пĕлнине кăтартнă. Мала тухайман пулин те жюри членĕсем унăн ĕçне палăртса хăварнă, Тав хучĕпе хавхалантарнă.
Пике премие мĕнле расхутланă-ши? Вĕреннĕшĕн тÿленĕ иккен.
Ĕç рынокĕнче экономистпа юрист нумаййи çинчен пĕрмай калаçаççĕ. Марта кун пирки мĕн шухăшлать-ха? Колледж пĕтерсен ăна ĕç вырăнĕ тупма йывăр пулнă-и? Стаж пухман çамрăка ертÿçĕ мĕнле йышăннă?
- Лайăх специалист кирек хăш тытăмра та кирлĕ, çавăнпа, манăн шухăшпа, кунашкаллисем хăйсен профессийĕпе ĕç вырăнĕ тупма пултараççех. Колледжран вĕренсе тухсан пĕр хушă кантăм. Унтан резюмене республикăри тĕрлĕ организацие ярса патăм. Шăнкăравлама тытăнчĕç. Курнăçнă хыççăн тÿрех ĕçе илчĕç. Ĕçтешсенчен эпĕ чи çамрăкки. Апла пулин те хушнине вăхăтра тума, ыттисемпе пĕр шайра тăма тăрăшатăп, - палăртрĕ хĕр.
Пĕчĕк чухне Марта ÿнерçĕ пулма ĕмĕтленнĕ. Сăмах май, пушă чухне халĕ те алла кăранташ тытать, çапах пике бухгалтер ĕçне чунран килĕштерет. Кашни кун ĕçе кăмăлпа çÿрет. Тăван ялне час-часах каять. Ашшĕпе амăшĕ хĕрĕн маттурлăхĕнчен тĕлĕнсе пĕтереймеççĕ - ара, 19 çултискер ĕçлет те, вĕренет те, çитĕнÿсем тума та хавал çитерет-çке.
Любовь ПЕТРОВА.