Вĕрентÿ

14 Нарăс, 2014

Ку çамрăксем тав сăмахне тивĕç

Чăваш Енре ăслăлăх фестивалĕ старт илчĕ. Раççейре кунашкал наука уявĕ пĕрремĕш хут М.В.Ломоносов ячĕллĕ Мускав патшалăх университетĕнче 2006 çулта йĕркеленнĕ. Халĕ фестиваль çĕр-шывăн 70 регионĕнче иртет. Вăл нарăс уйăхĕн 11-мĕшĕнче Чăваш патшалăх культурăпа искусство институтĕнче савăнăçлă лару-тăрура уçăлчĕ.

13 Нарăс, 2014

Хаваслă тĕл пулу - кăткăс тĕрĕслев

Сывлăх, ăнăçу-телей сунатăп хаçатăн çамрăк тусĕсене! «Тантăша» юратакансене хампа паллаштарма кирлĕ мар ĕнтĕ: Айсан Термене ас туса юлчĕç пулĕ.

13 Нарăс, 2014

Савăнăç кÿрекен пултарулăх

Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче Раççей ăслăлăх кунне тата В.Д.Димитриев профессор çуралнăранпа 90 çул çитнине халалласа пĕтĕмлетÿллĕ сесси пуçланчĕ. Вăл нарăсăн 13-мĕшĕчченех ĕçлĕ.

11 Нарăс, 2014

Шăпи ăмсанмалăх пур

Шупашкар хăнисемпе çыннисем кÿлмек еннелле утнă чухне Василий Николаев академике асăнса лартнă палăка асăрхаççех. Пур çавăн пек çынсем çут тĕнчере. Вĕсен пурнăçĕ, ĕçĕ-хĕлĕ ĕмĕрлĕхе историре юлать. Ун пеккисем пирки каласа кăтартма та ансат, çав вăхăтрах кăткăс та. Шăпах çавăн пек пулнă производствăн паллă йĕркелÿçи, пултаруллă ăсчах, тăван халăхăн кăвар чĕреллĕ ывăлĕ Василий Васильевич Николаев. Шел, ĕмĕрĕ кĕске килчĕ. Пурăннă пулсан вăл нарăсăн 11-мĕшĕнче 75 çул тултаратчĕ.

6 Нарăс, 2014

«Çут хĕвел пуль Эсир пирĕн...»

- Валентина Михайловна урокĕнчен чунпа пуянланса тухатпăр...

- Вăл кашни вĕренекене хăйĕн çепĕç сассипе тыткăнлать, кăмăлĕпе пурне те çавăрать.

- Çитес урокра вăл пире поэзи асамлăхĕн тĕнчине илсе кĕрессе эпир чылай малтан туятпăр...

Pages