Ку çамрăксем тав сăмахне тивĕç

14 Нарăс, 2014

Чăваш Енре ăслăлăх фестивалĕ старт илчĕ. Раççейре кунашкал наука уявĕ пĕрремĕш хут М.В.Ломоносов ячĕллĕ Мускав патшалăх университетĕнче 2006 çулта йĕркеленнĕ. Халĕ фестиваль çĕр-шывăн 70 регионĕнче иртет. Вăл нарăс уйăхĕн 11-мĕшĕнче Чăваш патшалăх культурăпа искусство институтĕнче савăнăçлă лару-тăрура уçăлчĕ. Унта ЧР вĕренÿ министрĕ Владимир Иванов, ЧР культура министрĕ Вадим Ефимов, И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ ректорĕ Андрей Александров, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн директорĕ Юрий Исаев, республикăри ăслăлăх пĕрлешĕвĕсен ертÿçисем, студентсем, шкул ачисемпе вĕрентекенсем хутшăнчĕç.

Институтра вунă лапам ĕçлерĕ. «Ăслăлăх тата медицина», «Ăслăлăх тата машиностроени», «Ăслăлăх тата кулинари», «Ăслăлăх тата шкул» тата ыттинче çамрăк ăсчахсем хăйсен проекчĕсемпе, ĕçĕсемпе паллаштарчĕç.

Шупашкарти 55-мĕш шкулта 11-мĕш класра вĕренекен Василий Горохов ăсталăхне йывăç касас енĕпе туптать. Çурт-йĕре илем кĕртет. Василий ку енĕпе 10-мĕш класра кăсăкланма тытăннă. Технологи учителĕ Рудольф Панов ăна йывăçран касса ăсталанă ĕçсемпе паллаштарнă. Çакăн хыççăн каччă чей куркисем, пылак çимĕç хумалли савăтсем янтăланă. 11-мĕш класра Василий вĕрентекенĕ пулăшнипе Виктория стильне пăхăнса сехет ăсталама тĕв тунă. Ăна «Раççей мăнаçлăхĕ» ят панă. Яш каласа кăтартнă тăрăх - сехете вăл 200 сехетре ăсталанă. Ăна йывăçран касса кăларнă эрешсемпе илемлетнисĕр пуçне сехет айĕнче пĕчĕк арча вырнаçтарнă. Василий сехете тата пуянлатасшăн. Пысăк лампа тата радиоприемник лартмалли вырăн тăвасшăн. Шкултан вĕренсе тухсан каччă архитектор пуласшăн, И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУра е Хусанти архитектурăпа строительство институтĕнче аслă пĕлÿ илесшĕн. Халĕ Василий экзаменсене хатĕрленет, çавăнпах унăн чун киленĕçĕпе аппаланма вăхăт сахалрах.

Çĕмĕрлери 8-мĕш гимназире вĕренекенсем хăйсем ăсталанă экотракторсемпе паллаштарчĕç. Çĕнĕ техника экологи объекчĕсене сыхлать. Унăн ĕç йĕрки - çÿп-çапа тупса палăртасси тата ăна пуçтарасси. Егор Мурзиковпа Александр Быков гимназири «Робототехника» кружока çÿреççĕ. Педагогсем пулăшнипе вĕсем кулленхи пурнăçа çăмăллăх кÿрекен хатĕрсем ăсталаççĕ.

Тĕрлĕ лапамри ĕçсемпе паллашнă хыççăн хăнасем, хăйсен пурнăçне ăслăлăхпа çыхăнтарнисем залра пухăнчĕç. Владимир Иванов министр наука-техника енĕпе çитĕнÿ тунă çамрăксене Тав хучĕ парса чысларĕ. Çак чыса Çĕрпÿри 2-мĕш вăтам шкул вĕренекенĕ Ксения Бардасова, Çĕмĕрлери 8-мĕш гимнази вĕренекенĕ Иван Большаков, Шупашкарти 55-мĕш шкулта ăс пухакан Илья Васильев, 46-мĕш гимназире вĕренекен Руслан Лукин, 62-мĕш шкула çÿрекен Максим Смирнов тивĕçрĕç. ЧР культура министрĕ Вадим Ефимов ЧР Пуçлăхĕн стипендиачĕсене чысларĕ. Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн директорĕ Юрий Исаев «Çулталăкри аспирант» конкурс çĕнтерÿçисене Диплом пачĕ. «Çут çанталăк ăслăлăхĕ» номинацире Анастасия Алексеева, «Гуманитари ăслăлăхĕ» номинацире Андрей Калинин, «Техника ăслăлăхĕ» номинацире Александр Смирнов, «Педагогика ăслăлăхĕ» номинацире Лариса Софронова мала тухрĕç. «ЧР çамрăк ăсчахĕсем» конкурс çĕнтерÿçисене И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ ректорĕ Андрей Александров саламларĕ. Çак чыса кăçал виçĕ яш тивĕçнĕ. Вĕсене ăслăлăха пуçĕпех парăнни çеç мар, пурте пĕрешкел ашшĕ ячĕллĕ пулни те пĕрлештерет. Наукăн тĕрлĕ тытăмĕнче çитĕнÿ тунăшăн хими ăслăлăхĕсен кандидатне Алексей Еремкина, педагогика ăслăлăхĕсен кандидатне Игорь Кожанова тата физикăпа математика ăслăлăхĕсен кандидатне Сергей Тихонова Дипломпа хавхалантарчĕç.

Чыслав юрă-ташăпа вĕçленчĕ, анчах ăслăлăх фестивалĕ старт илнĕ çеç-ха. Нарăс уйăхĕнчен пуçласа çĕртмеччен вун-вун мероприяти йĕркеленĕ. Шкул ачисемпе студентсен, аспирантсемпе çамрăк ăсчахсен хăйсен тĕпчевĕсемпе ĕçĕсене тĕрлĕ конкурс-фестивальре паллаштарма май пулĕ.

Любовь ПЕТРОВА.

Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.