Шăпи ăмсанмалăх пур
Шупашкар хăнисемпе çыннисем кÿлмек еннелле утнă чухне Василий Николаев академике асăнса лартнă палăка асăрхаççех. Пур çавăн пек çынсем çут тĕнчере. Вĕсен пурнăçĕ, ĕçĕ-хĕлĕ ĕмĕрлĕхе историре юлать. Ун пеккисем пирки каласа кăтартма та ансат, çав вăхăтрах кăткăс та. Шăпах çавăн пек пулнă производствăн паллă йĕркелÿçи, пултаруллă ăсчах, тăван халăхăн кăвар чĕреллĕ ывăлĕ Василий Васильевич Николаев. Шел, ĕмĕрĕ кĕске килчĕ. Пурăннă пулсан вăл нарăсăн 11-мĕшĕнче 75 çул тултаратчĕ.
РФ Çут çанталăк, Сăрт-ту ăслăлăхĕсен академийĕн академикĕ, техника наукисен докторĕ В.Николаев профессор Пушкăрт Республикинчи Авăркас районĕнчи Чăваш Хурамалĕнче çфлăхĕнче ĕçленĕ.
В.Николаев пурнăçĕнчи çĕнĕ тапхăр Эрĕнпур хулине куçсан пуçланнă. 1976-1978 çулсенче Пĕтĕм Союзри «Эрĕнпургазпром» промышленноç пĕрлешĕвĕн гели завочĕн строительствине ертсе пынă. 1986 çулта - пĕрлешÿн тĕп инженерне, 1989 çулта - пуçлăха, 1991 çулта генеральнăй директора çирĕплетнĕ. Ертÿçĕ пулнă çулсенче вăл пысăк ăсталăхпа, ĕçе лайăх пĕлнипе тата производствăна ăнăçлă йĕркелеме пултарнипе палăрнă. В.Николаева тава тивĕçлĕ ĕçĕсемшĕн патшалăх наградисемпе чысласа хисеп тунă.
2002 çулта тивĕçлĕ канăва тухсан ăслăлăх-тĕпчев ĕçне кÿлĕннĕ. Ăна темĕн те кăсăклантарнă. Вăл çут çанталăк газĕнчен гелий уйăрса кăларас ыйтуран пуçласа чăваш халăхĕн этногенезĕ тата унăн илемлĕ пултарулăхĕ таранах тĕпченĕ. Вăл 83 ăслăлăх ĕçĕн, çав шутра чăвашсен историйĕпе тата культурипе çырнă 9 монографи, авторĕ. 35 япала шухăшласа кăларнă. 23-шĕн автор свидетельстви, 12-шĕн патент пур. Вăл пуçарнипе 2000 çулта Мускавра коммерцилле мар К.В.Иванов ячĕллĕ историпе культурологи фондне йĕркеленĕ.
Юлашки çулсенче В.Николаев çичĕ томлă «Иллюстрированная история чувашей» кĕнекепе ĕçленĕ. Виççĕшне çеç кун çути кăтартма ĕлкĕрчĕ. Унăн ĕçĕсем чăваш ăсчахĕсене халăх историйĕн çивĕч ыйтăвĕсене вирлĕрех çĕклеме хистерĕç. Пултаруллă издатель пек те палăрчĕ вăл. Ăслăлăх кăларăмĕсене илемлĕ, çăмăллăн вуланакан, илĕртÿллĕ кĕнекесем туса кун çути кăтартма пултарчĕ.
Василий Васильевич халăх искусствине тата музей еткерлĕхне тĕпчес ĕçе пысăк тÿпе хывнă. Г.Иванов-Орков искусствоведпа тата В.Иванов этнографпа пĕрле хатĕрленĕ «Чувашский костюм от древности до современности» кĕнекене 2004 çулта Майна çинчи Франкфуртра иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери кĕнеке ярмăрккинче дипломпа чысланă.
Тăван халăх историйĕ, культури В.Николаева чăннипех те кăсăклантарнă. 1999-2003 çулсенче вăл М.Сафинпа пĕрле виçĕ томлă «История возникновения и развития деревни Чувашские Карамалы» кĕнеке пичетлесе кăларчĕ. Ку кăларăм хальхи вăхăтри гуманитари ăслăлăхĕшĕн çĕнĕлĕх.
Василий Васильевич тăван халăхне, çуралса ÿснĕ тăрăхне, сăпкара сиктернĕ ялне чунтан юратнă. Меценат тата спонсор Чăваш Хурамалĕнче чиркÿ, пасар уçнă, урамсене асфальт çул сартарнă, культура çуртне, вăтам шкула юсаса çĕнетме, чăваш хĕрĕсемпе каччисене аслă пĕлÿ илме, ăсчахсемпе тавра пĕлÿçĕсене кĕнеке кăларма нумай пулăшнă. Çĕр-шывăн тĕрлĕ хулине диаспорăпа тĕл пулма хаваспах тухса çÿренĕ, пĕрле Шупашкартан артистсене тата наци культурипе ăслăлăхĕн ĕçченĕсене те илсе кайнă.
В.Николаевпа пĕрле ĕçлеме тÿр килнисен асĕнче ăсчах чăрмавсене пăхмасăр тĕллевсене пурнăçа кĕртекен çын пек тăрса юлнă. Вăл, тĕпрен илсен, Мускавра тата Шупашкарта ĕçлесе пурăннă. Чăваш Ене çула май 10-15 кунлăха килсен культура тата ăслăлăх ĕçченĕсемпе тĕл пулма та вăхăт тупнă. Художниксен мастерскойĕсене, чăваш театрĕсем лартакан спектакльсене çитсе курнă. Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче час-часах пулнă, учреждение укçа-тенкĕпе чылай пулăшнă.
Василий Васильевич питĕ кăмăллă çынччĕ. Шÿтлеме ăстаччĕ. Унпа калаçма питĕ çăмăлччĕ. Темле хăват çынсене ун патне туртатчĕ. Кирек кам та ентешĕмĕр пирки ыррине кăна аса илме пултарать.
Ăслăлăха аталантарас, халăхăн историне тĕпчес, культура еткерлĕхне упрас ĕçе пысăк тÿпе хывнăшăн В.Николаева 1999 çулта Чăваш Республикин Хисеп хучĕпе чысланă. 2001 çулта - ăслăлăх енĕпе, 2006 çулта литература тата искусство енĕпе ЧР Патшалăх премийĕн лауреачĕ пулса тăнă. Унăн курăмлă ĕçĕсене çавăн пекех 2005 çулта М.А.Шолоховăн юбилей медалĕпе /Мускав/, 2006 çулта И.Я.Яковлев ячĕллĕ фондăн премийĕпе /Чĕмпĕр/ палăртнă.
Василий Николаев пурнăçран уйрăлнăранпа çичĕ çул иртрĕ. Апла пулин те унăн сăнарĕ халăх асĕнче упранать. Ăсчахăн пархатарлă хĕрĕсем тăрăшнипе 2010 çулхи çурла уйăхĕнче Шупашкарта В.Николаева асăнса палăк /авторĕ - халăх художникĕ А.Чаркин, Санкт-Петербург/ лартрĕç. К.В.Иванов ячĕллĕ историпе культурологи фончĕн офисĕн пĕр пÿлĕмĕнче музей ĕçлет, Пушкăртри Чăваш Кармалĕнчи шкула унăн ятне панă, кунтах тавра пĕлÿ музейĕ йĕркеленĕ, Эрĕнпурта пĕр урам унăн ячĕпе хисепленет, çак хуларах ас тăвăм стели уçнă.
Виталий ИВАНОВ,
истори наукисен докторĕ, профессор, К.В.Иванов ячĕллĕ историпе культурологи фончĕн директорĕ