Карьерăпа сыв пуллашса ачашăн пурăнма хатĕр-и?

22 Нарăс, 2014

Ачана тивĕçлĕ воспитани парăттăмччĕ, хам та кирлĕ шайра илмен... Çакăн пек каланине кашни утăмрах илтĕн-и? Темĕн, иккĕлентерет. Нумайăшне хăй йăлтах тĕрĕс тунă пек, пĕтĕмпех пĕлнĕ пек туйăнать. Шел, туйăнать кăна çав. Çыннăн пурнăç тăршшĕпех аталанмалла, ашшĕ-амăшĕ пулма вара - вĕренмелле. Тепĕр тесен, паян ку енĕпе литература çителĕклех. Вулама-аталанма ан ÿркен кăна. Халĕ вара ку енĕпе Чăваш Енри ашшĕ-амăшне çăмăлрах пулассăн туйăнать. Чăн та, çак эрнере Шупашкарти политехника институчĕ Чăваш республикин Хĕрарăмсен тата Ашшĕсен канашĕсемпе пĕрле ирттернĕ мероприятие “Хулари ашшĕ-амăшĕн пĕрремĕш пухăвĕ” тесе ят панă. Ăна йĕркелекенсемпе унта хутшăннисене итленĕ май çакăн пек шухăш амаланчĕ - ялта пурăнакан ашшĕ-амăшĕшĕн пĕлтерĕшлĕ мар-ши вара ку?

Пухăннисем ачан пултарулăхне çемьепе пĕрле - вăйсене пĕрлештерсе - аталантарас ыйтăва хускатрĕç. Тĕрĕссипе, çĕннине калаканах пулмарĕ темелле. Пепкене мĕн чухлĕ маларах вĕрентме пуçлатăн - çавăн чухлĕ хăвăртрах та çирĕпрех ăша хывать вăл. Чăваш çакна авалах çирĕплетнĕ: “Çамрăкла вĕренни - чул çинче, ватăлла вĕренни - юр çинче”.

Яппунсен воспитанийĕ ыттисенчен уйрăлса тăнине нумайăшĕ пĕлет-тĕр. Калăпăр, вĕсем шăпăрлана ним тума та чармаççĕ, “юрамасть” сăмаха пĕчĕк чух илтсе те курмасть пĕчĕк яппун. Пухура та Масару Ибука сăмахĕсене иле-иле кăтартрĕç: “Пĕчĕк ачасем кирек мĕне те çăмăллăнах вĕренме пултараççĕ”. Хăйĕн вĕрентĕвне-пĕтĕмлетĕвне ашшĕ-амăшĕ валли кăларнă “После трех уже поздно” кĕнекере çырса кăтартнă вăл. Америка психологĕ Эрик Эриксон та çын пурнăçĕн никĕсĕ ачалăхра хывăннине çирĕплетсе панă. Çулталăка çитиччен ачан çынсене шанасси аталанса пырать. 2-3 çулта пепке хăй тĕллĕн шухăшлама хăнăхать. 3-5 çулта вара хăйĕн шайĕнчи ыйтусене татса пама вĕренет. Масару Ибука çирĕплетнĕ тăрăх, 3-4 çул тĕлне ачан пуç мимийĕ 50-70 процент аталанса çитет. Пирĕн садиксенче вăтамран виçĕ çултан йышăнаççĕ ачасене. Çапла вара чи пĕлтерĕшлĕ тапхăрта ашшĕ-амăшĕ пĕччен - сĕмлĕхре тенĕ пек - тăрса юлать. Шăпах вĕсем валли йĕркеленĕ те Ашшĕ-амăшĕн пысăк канашне. Чăн та, аслисен малтан хăйсен ăс-тăнĕнче пĕчĕк революци туса ирттерме лекет, обществăра халĕччен тымар янă йăнăш хăш-пĕр шухăшпа сыв пуллашма тивет. Ачана вартах воспитани пама пуçламалли халĕ никамшăн та вăрттăнлăх мар тейĕпĕр. Унăн аталанăвне вара çуралнă пĕрремĕш кунранах йĕркелеме пуçламалла.

Цифра тĕнчипе те паллаштарчĕç пухăннисене. Пирĕн çĕр-шыв çут çанталăк пуянлăхĕнчен начаррисен йышĕнче мар: ылтăнĕ-кĕмĕлĕ те, газĕ-нефчĕ те йăтăнса кăна тăрать темелле. /Камăн кĕсйинче пухăнса пырать вăл - ку урăх ыйту/. Анчах та тĕп капитал мар ку. Тĕп вырăнта çын пулмалла. Йĕркеллĕ, ăслă-тăнлă çын. Раççей вĕренÿ тата ăслăлăх министрĕ Игорь Ливанов ачана 7 çула çитиччен вĕрентме тăрăшмаллипе килĕшет. Çак тапхăр - этем пурнăçĕнче чи пĕлтерĕшли. 7 çула çитиччен ача пурнăçри информацин 80 процентне ăша хывать. Шкул çакăн çумне 10 процент хушать, аслă шкул - 5 процент, корпоратив практики - 5 процент. Халĕ вара патшалăхăн вĕренÿ инвестицине тишкерер. Хысна вĕренÿ тытăмĕ валли уйăрнă укçаран шкул çулне çитменнисене 20 процент тивĕçет, 52 процент - шкулсене, 28 процент - аслă шкулсене. Куратпăр ĕнтĕ, пирамида пачах кутăн çаврăнса ларчĕ. Анчах та мĕн чухлĕ хыватăн - çавăн чухлĕ пуçтаратăн... Ахальтен мар-тăр Раççей шкул çулне çитменнисене вĕрентес ĕçĕн пахалăхĕпе тĕнчере 33-мĕш вырăн йышăнать.

Çÿлерех палăртнăччĕ ĕнтĕ, ку шурлăхран тухмалли çул-йĕр те пур. Малтанах статистика кăтартăвĕсемпе тавлашма сĕнеççĕ пухăва пуçтарăннисене: ачасен 2-3 проценчĕ кăна мар, 80 проценчĕ пултаруллă. Пултаруллă кăна мар, вĕсенче гени вăрлăхĕ пур. Çавна вăхăтра асăрхаса аталантарма пĕлмелле кăна. Çапла, çакна педагогсен ашшĕ-амăшĕпе пĕрле тумалла. Аталану проекчĕ /авторĕ Шупашкарти политехника институчĕн ректорĕн çумĕ Олег Волков профессор/ хатĕр. Ăна “Стратеги пуçарăвĕсен агентстви” ырласа йышăннă. Проектпа усă курса виççĕмĕш çул ăнăçлă ĕçлекенсем те пур республикăра. Чи кирли - кăтартăвĕсем тĕлĕнмелле хăвăрт ÿссе пыраççĕ. Вĕсен çумне ыттисем те хутшăнасса шанаççĕ проект авторĕсем. Информацие www.род21.РФ сайтран илме пулать.

Çакăн пек мероприятисенчен яланах тенĕ пек хавхаланса тухатăп. Пурнăç та çутăрах пек, тата кăштах тăрăшсанах лайăх енне улшăнассăн туйăнать. Анчах урама тухсанах тÿпере вĕçме пăрахса çĕр çине анатăп. Вĕренÿ тытăмне пырса тивекен пухура çак тытăмшăн яваплă чиновниксене курманни, ял тăрăхĕсенчи ача сачĕсен ертÿçисене чĕнменни канăçсăрлăх çуратрĕ. Ку ыйтăва, тем тесен те, общество организацийĕсен шайĕнче, вĕсен вăйĕпе кăна татса пама çук.

Масару Ибука кашни ача хăйĕн ĕçĕнче Леонардо е Микеланджело пулма пултарнине палăртать. Килĕшмелле. Тепĕр тесен, педагогика ăсчахĕсем тахçанах каланă çакна. Тĕллеве пурнăçа кĕртес тесен çав Масару Ибука амăшĕсене карьерăпа сыв пуллашса ачисемшĕн пурăнма сĕнет. Аван шухăш. Çапла пулмалла та йĕркеллĕ обществăра: арçын тулаш тĕнчешĕн, хĕрарăм шалтишĕн яваплă. Анчах та паян, хĕрарăмсем ачи-пăчине тăрантарассишĕн-тумлантарассишĕн аякри хуласене арçынпа тан ĕçлме çÿренĕ чухне, ытла та илĕртÿллĕ ĕмĕт пек кăна туйăнать çакă. Вăт йăлт йĕркеленсе çитсе амăшĕ вăхăта чăнах та килте, ачисемпе ирттерме пуçласан мĕн тери аванччĕ!

Сăмаха вĕçличчен Интернет анлăшне уçрăм. Ачасем ÿссе çитĕннĕ, хальлĕхе мăнуксем парнелемен те, чăн та, воспитани ыйтăвĕсемпе юлашки вăхăтра кăсăклансах кайман. Çапах та кам-ха вăл Масару Ибука? Япони инженерĕ, предпринимателĕ, “Sony” корпорацие йĕркелекенĕсенчен пĕри, ачасене пĕчĕклех воспитани парас тата аталантарас концепцийĕн новаторĕ. Ку çÿллĕшрен, чăн та, шухăш-ĕмĕте инçе вĕçтерме çăмăлрах-тăр... Çапах та тĕрĕс калать вĕт-ха вăл! “Ачасем - пуласлăх”, - тетпĕр. Апла тăк пепкемĕрсем валли çăкăр татăкĕ ĕçлесе илнĕ вăхăтрах амăшĕн ывăлĕнчен генерал хатĕрлемешкĕн те вăй-хăват çитермелле. Паллах, ашшĕ те çак ĕçрен айккинче тăрса юлмасан аван пулмалла. “Амăшĕ çапах та ывăлĕнчен шăлаварлă хĕрарăм кăна ÿстерме пултарать, - палăртрĕç пухăннисем. - Ашшĕн тĕслĕхĕпе кăна вăл чăн-чăн арçынна кăна мар, гение те çаврăнать...”

Рита АРТИ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.